Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗнӗ чарӑну павильонӗсем вырнаҫтараççӗ

Çак хушăра

Павильонсем кивелнисен вырăнӗнче тата çӗнӗ лаптăксенче пулӗç.

2021 ҫулта Ҫӗпрел районӗнче икӗ чарӑну павильонӗ вырнаçтарса лартма палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне район центрӗнчен тухсан, Тутар Паснапуç, Хураката, Мучелей, Матак тата Шланка ялне каякан çул çинче  вырнаҫтарнӑ. Иккӗмӗшӗ Ҫӗнӗ Пăрăнтăк  ял тӑрӑхӗн территорийӗнче, Пăрăнтăк станцине пӑрӑнса кӗнӗ ҫӗрте пулать. Малашне те çулсерен кивелнӗ, ӗлӗкхи чарӑнусене çӗннисемпе улӑштарма, ҫавӑн пекех, пачах пулман вырăнсенче павильонсем  вырнаçтарма пăхăннă. Иртнӗ çул та  икӗ чарӑну павильонне ҫӗнетнӗччӗ.  Вӗсене профнастилран, металл конструкцирен, пӗрлехи стильте пурнӑҫланӑ, – тесе калаçрӗ  Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин инфраструктурăн аталану енӗпе çумӗ Ильгам Бикчуров.

Ҫӗнӗ павильонсем вырнаҫтарассипе «Татавтодорăн» «Çӗпрелӗнчи» ДРСУ филиалӗн ӗҫченӗсем ӗçлеççӗ. «Илемлӗ, хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ чарӑну  вырăнӗсем халăхăмăра пулăшу парӗç», – теҫҫӗ вӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев