Музей пурнӑçӗ
ПӖР ЯЛТАН КИЛНӖ ХЫПАРСЕМ
П.В. Дементьев музейӗнче çарпа патриотизм ӗçӗн уйӑхлӑх кунӗн шайӗнче патриотизм çул-йӗрӗпе ҫыхӑннӑ тематика мероприятийӗсем иртрӗç.
Юрий Адъютантов
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗ Ленинграда фашистсен блокадинчен ирӗке кӑларнă кун. Аслӑ Çӗнтерĕве 75 ҫул ҫитнине палӑртса кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приют воспитанникӗсем хутшӑннипе «Вӑрҫӑ пулнӑ, блокада пулнӑ...» хӑюлӑх урокӗ ирттернӗ.
Ачасем ҫакна пӗлчӗç: çынсен хӑрушӑ выçлӑха чӑтса ирттерме тивнӗ, выçлӑхпа сивве пула питĕ нумайӑн вилнĕ, блокада вӑхӑтӗнче блокадӑллӑ тырӑ çӑнӑх вырӑнне усӑ курман хутӑшсенчен тӑнӑ. Çӑкӑр пайне те карточкӑпа çеç валеçнӗ. Ытти апат-çимӗçсем çак тапхӑрта паман. Апла пулин те, 125 грамм çӑкӑрăн чи пӗчӗк норми Ленинград çыннисене нумайӑшне вилӗмрен хӑтарнӑ. «Таня Савичеван дневникӗ» тата «Блокадный Ленинград» фильм хӑтлавне пӑхрӗҫ.
….
Çĕнĕ Упири тĕп шкулти 6-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑннипе, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче «Сталинградри ҫапӑçу: 200 кун та каç» хӑюлӑх урокӗ иртрӗ. Хӑюлӑх урокне ирттерсе çамрӑк ӑрӑва кӑмӑл-сипет, патриотизм воспитанийӗ парасси, çынлӑх туйӑмне йӗркелесси, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин ветеранĕсене тата тыл ӗçченӗсене тав тӑвас туйӑма вӗрентсе ӳстересси пулчĕ.
Ертсе пыракан Сталинград вӑрçи ҫинчен, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин çулӗсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа пачӗ, Упи ял тӑрӑхĕнчен Сталинградри çапӑçӑва хутшӑннисен хушамачĕсемпе паллашрĕҫ, «Сталинград» документлӑ фильм, «Сталинград çапӑçӑвӗ» хӑтлава пӑхрӗҫ, урок вӗҫӗнче Сталинград вӑрҫин историйӗпе çыхӑннӑ викторинӑна хутшӑнчӗç.
…
Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче П.Дементьев музейӗнче, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ тӗлне «Пирӗн хӑюллӑ салтаксем» спортпа вӑйӑ уявĕ иртрĕ. Мероприятийӗн тӗллевӗ: патриотизм туйӑмне ӳстересси, Раҫҫей ҫарне хисеплесси, Тӑван çӗршыва юратасси, хӑйӗн ашшӗсемшӗн мӑнаçланасси, çирӗп тӗллевлӗ пулнӑшӑн, коллективлӑ эстафетӑсене ирттернӗ чухне юлташлӑх туйӑмне ӳстерессиччĕ.
Пулас салтаксем «Çар ячӗсене» тупса палӑртасси, «Тавҫӑруллӑ салтак» хаваслӑ вӑйӑра: «танкистсем» пулсан «танкпа çӳремелле», «моряк» пулсан - «ишмелле», «летчик» пулсан - «вӗçмелле» пек сӑнласа кӑтартрĕҫ. Арçын ачасемпе хӗрачасем канат туртас енӗпе тупӑшрӗç, анчах чи вӑйлисем пирӗн хӗрачасем пулчӗç. Çар тематикипе çыхӑннӑ ӳкерчӗксем сӑрларĕҫ.
Вӑййа хутшӑнакансем пурте тимлӗ, хӑвӑртлӑхпа пӗрлӗхлӗ пулнине кӑтартрĕҫ, тĕрлĕ хӑнӑхупа хусканура палӑрчĕç. Праçник пурне те çырлахтарса юлчӗ, чӗрисенче вӑрахчен нумайлӑха асра юлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев