Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Музейри ырăлӑх урокӗ

«Кӗрхи ырăлӑх эрни» акци шайӗнче, октябрӗн 26-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче «Ырăлӑх тӗлӗнтермӗшсем тăвать» ырăлăх урокӗ иртрӗ. Урока «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютри ачасене чӗннӗччӗ.

 

Пурте пӗрле ырӑ кӑмӑл мӗн иккенне, мӗнле ҫынна ырӑ теме май пуррине, унӑн мӗнле ӗҫӗсем илемлетни çинчен шухӑшларӗҫ.  Ачасем çак ырăлӑх правилисене ăса хыврӗç: ытти ҫынсене хапсӑнмасӑр пулӑш, таврари ҫынсемпе ҫепӗҫҫӗн калаҫма пӗл, ҫӗр ҫинчи чӗрӗлӗхе сиен ан ту. Ырӑ ӗҫсен тӗслӗхӗсене хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен, таврари ҫынсен тӗлӗшпе илсе кӑтартрӗҫ, ырăлăх çинчен ваттисен сăмахӗсене аса илчӗҫ, «ырăлăх» сăмахӗ енӗпе ҫепӗҫ сӑмах формисене илсе кăтартрӗç, пирӗн чӗлхере ырӑ сӑмах нумай-и тесе калаҫрӗҫ. Ачасем хаваслансах тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗç.

Юлашкинчен, асамлӑ ҫӗршывра пулса курмашкӑн, ырă сăмахлă çеçкесенчен «Ырӑлăх чечекӗ» туса хатӗрлерӗҫ.

Пирӗн ачасен ырӑ ӗҫӗсенчен, ҫепӗҫ те ачаш сӑмахсенчен сӗтел ҫинче асамлӑ ырăлӑх чечекӗ пулса тухрӗ.  Пирӗншӗн, пурсӑмӑршӗн та, «Ырăлӑх чечекӗ» ырăлӑх, хӗрхенӳ символӗ пулса тӑрӗ. Сӑпайлӑ сăмахсемпе ырă ӗçсем тӗлӗнтермӗш тӑваҫҫӗ, пӗтӗм тӗнчипе çынсене ырӑрах, лайӑхрах, чунӗсемпе тасарах тӑваҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев