Мухтавлă пурнăç
Рифкать Садретдинович Бахитов ҫуралнӑ кун тусӗсенчен, пӗрле ӗçленисенчен тата чи хаклӑ ҫыннисенчен ăшă саламсем йышăнчӗ.
Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Рифкать Бахитов 75 ҫулхи юбилейне кӗтсе илчӗ. Ҫак кун ăна район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, районти ветерансен совечӗн ертӳҫи Роза Насибуллина тата унӑн çумӗ Рустам Хамидуллин, «Фламинго» тата «Çăкăр завочӗн» ертӳҫи Альфред Низамов, юбилярăн ӗҫтешӗсем тата тусӗсем саламларӗç.
Алексей Ярухин районăн хисеплӗ ветеранне пысӑк парне — «Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе — 90 ҫул» юбилей медальне, парнесем пачӗ.
Рифкать Садретдинович Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳсет. Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Хусанти коопераци техникумӗнче пӗлӳ илет. Тӑван енне таврӑнсан ӑна районти потребительсен обществине аслӑ таваровед пулма ӗçе чӗнеççӗ. Пӗлӳллӗ çамрăк каччă çарта служить туса таврăнсан, вӑл каллех хӑйӗн юратнӑ ӗҫне пуçăнать. Каярахпа район центрӗнчи «Универмаг» лавккан директорӗ пулса та ӗçлет.
Вăл куҫӑмсӑр майпа Хусанти суту-илӳ институчӗн экономика факультетӗнче те вӗренет. Унтан ӑна районти «Агрохимия» организацине экономист ӗçне куҫараççӗ. Кунта вӑл 9 ҫул ӗҫлет. 1990 ҫулта ăна каллех районти потребитель обществине суту-илӳ пайӗн начальникӗ пулма чӗнеççӗ. Кунта вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех вӑй хурать. Ҫав ҫулсенче районти потребительсен обществи кӗрлесе ӗçленӗ çулсем пулаççӗ. Хусанта, районта иртнӗ пӗр ярмăркка та райпо хутшӑнмасӑр иртмен. Рифкать Садретдинович çинче ҫак ярмăрккӑсене илсе каймалли таварсене тупас тивӗç тăрать. Уйрăмăн начальникӗн час-часах тавар илме Хусана, тӗрлӗ хуласене тухса кайма тӳрӗ килет.
Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн унăн тӗрлӗ ҫулсенче «Татпотребсоюзран», «Центросоюзран» панă грамотисем те чылай, «Ӗҫ Ветеранӗ» ята та тивӗҫнӗ.
Мӑшӑрӗпе Флорида аппапа икӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Вӗсене тивӗçлӗ пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Хисеплӗ ветеранӑн 2 мӑнук пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев