Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мускавран – Ҫӗпрелне

Нумаях пулмасть эпир хамӑр вулакансене районти «ЭКОЯЗ – 2022» конкурсăн ҫӗнтерӳҫисене парнелени ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Парне илекенсенчен пӗри – район центрӗнче пурӑнакан Прокофьевсен ҫемйи

Ҫурт тавра, пахча тулли чечек ҫитӗнтерес тӗлӗшпе кил хуҫин мăшăрӗ Галина Александровна ӗҫлет. Вӗсен чечексем ӑшне путнӑ кил-ҫурчӗ инҫетренех илӗртет. Кил картишне пырса кӗрсен вара, хăвна роза чечекӗсен плантацине лекнӗ пекех туятӑн.

Кунта килекенсене пурне те ретӗн-ретӗн ларакан чечек клумбисем кӗтсе илеҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вӗсене пӗр-пӗрне кансӗрлемелле мар лартнă, картишре вара ҫав тери илемлӗх килсе тухнă. Картишпе пахчинче тӗрлӗ чечексем: гладиолуссем, розӑсем, каллӑсем, георгинсем тата ытти чечексем те пур.  Кунсӑр пуҫне теплицӑра Галина Александровна помидор та, хӑяр та, пылак пӑрӑҫ та ӳстерет. Ӳстерет тенининчен, унăн мăшăрӗ, Владимир Борисович, ытларах килти ӗҫсемпе аппаланать, çавӑн пекех, Галина Александровнана чечексемпе пахчаҫимӗҫ шӑварма лайăх условисем туса панă. Хӗвел ҫинче ӑшӑнакан пичкене шыв шлангсем тăрăх килет, çаплах, ăшă шывпа сапассине те автоматизациленӗ. Пӗр шлангăран шыва чечек тӗпӗсене сапма, тепринпе чечексемпе пахчаҫимӗҫсене «душ кӗртеççӗ». Паллах, кашни ӗçе канашласа, килӗштерсе ӗçлеççӗ Прокофьевсем.

Галина Александровна Чӑваш ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 15 ҫулта вăл Мускава каять. Унта 10 тата 11 классене пӗтерсен, хăйӗн валли професси алла илет те чугун ҫул тытӑмӗнче, проводницӑра ӗҫлеме пуҫлать. Владимир  Борисович вара Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Çамрӑк хӗре пулас мăшăрӗпе шӑпах çак поезд çулӗ паллаштарать. Владимир Борисович поезд машинисчӗ пулнă. Çемье çавăрса вӗсем 50 ҫул Мускавра пурӑнаççӗ, икӗ ача ҫитӗнтереççӗ.

– Тивӗҫлӗ канӑва тухас умӗн района, тăван ене таврӑнма тӳрӗ килчӗ. Район питӗ улшӑннă, илемленнӗ. Эпӗ тӳрех тӑвансемпе туссене кунта куҫма шутлани ҫинчен пӗлтертӗм. Мускава таврӑннӑ хыҫҫӑн ун ҫинчен мăшăрăмпа та нумай калаҫрӑмӑр. Вӑл килӗшрӗ. Ҫак туяннӑ ҫурт мана пӗрре пӑхсах килӗшрӗ. Малтан эпӗ, унтан темиҫе уйӑхран, мăшăрăм та килчӗ. Ачасене те кунта килӗшет, вӗсем канмалли кунсенче килеҫҫӗ, – тесе калаçрӗ Галина Александровна.

Реклама

– Эпӗ хам хулара ҫуралса ӳснӗ пулсан та, аслăланса пынă çемӗн яла таврӑнас  шухăш килсе тухрӗ, – тесе калаҫӑва хутшӑнчӗ Владимир Борисович та. – Эпир тӗрлӗ ҫӗрте пулса куртăмăр, анчах пуринчен ытла мана Галинӑн тӑван енӗ килӗшрӗ. Кунта уҫӑ сывлӑш, пахчара та ӗҫлеме пулать, электричество, газ, шыв пур. Хӑш-пӗр ҫӗрте вара газификацилемен ялсем те тӗл пулкаларӗç. Кил-çурта та эпир хамӑра кăмăла кайнă пек улӑштартӑмӑр. Хула шăв-шавӗ çук, кунта лăпкă.  Лавккасем те, почта та, аптека та юнашарах.

Чечек сачӗ ӗрчетес ӗҫ çинчен вара Галина Александровна: «Чечексем ӳстерме эпӗ ачаранпах юрататтӑм, вӗсен вӑрлӑхӗпе калчисене ҫуркунне пуçламăшӗнчех хатӗрлеттӗм, акаттӑм ялти шкулта вӗреннӗ чухнех. Мускаври хваттерте те пӳлӗмре чечексем ӳстереттӗм. Яла таврӑнса тӗпленсе, пахча, пӳрт умӗ  тулли чечек ӳстересси вара – çамрăклăхри ӗмӗтӗм пулчӗ. Пурнӑҫланчӗ. Хӑярпа помидор тесен, ялта пурăнатпăр, çавăнпа та пахчаҫимӗҫсӗр пахча-и вӑл, вӗсене ҫу каҫипе тутлăхлă япаласемпе апатлантарса тăратӑп, ҫавӑнпа хӑвӑрт ӗлкӗреççӗ, туни ҫинчех хӗрелеҫҫӗ», – тесе ӑнлантарчӗ.

Акă çакăн пек, хула шавне ялпа улӑштарса, çакăнта телей тупса, тăнăç кăна пурӑнаҫҫӗ Прокофьевсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев