Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Муниципаллă этапăн ҫӗнтерӳҫисем

«Шкулти волейбол Лиги» республика турнирӗн шайӗнче районти шкулсенчи каччăсен командисем хушшинче волейбол ӑмӑртăвӗсен муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ.

Турнир пуҫланас умӗн 2024-2025 ҫулсем валли «КЭС-БАСКЕТ» шкул баскетбол лигин чемпионатӗнче хутшӑнакан командăсене баскетбол мечӗкӗсене пачӗҫ. Баскетбол мечӗкӗсене Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профиллӗ лицейӗн, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел, Шланка вăтам шкулӗн каччисене, Çӗнӗ Йӗлмел, Аслă Аксу вăтам шкулӗн хӗрӗсен командисене пачӗҫ.

Турнирта 14 команда хутшӑнчӗ. Командӑсем 3 ушкӑна пайланса, малтан районти тӗрлӗ спорт комплексӗсенче вылярӗç. 1, 2, 3 вырӑншăн финал вӑййисем «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑха çирӗплетекен комплексӗнче иртрӗҫ. 

Волейбол ӑмӑртӑвӗсен шайӗнче ГТОн мобильлӗ площадки те ӗҫлерӗ.

Ҫамрӑксен командисенчен малти вырăна 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн каччисем ҫӗнсе илчӗç. Иккӗмӗш вырӑна Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗн волейболисчӗсем тухрӗç. Виҫҫӗмӗш вырӑна Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗн команди тивӗçлӗ пулчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсен командисене грамотӑсемпе медальсем пачӗç. 

Ҫавӑн пекех, районти çутӗç пайӗн Тав ҫырӑвӗсене турнирăн судйисене Фарид Садыковпа Валерий Юманова та пачӗç. 
Муниципаллă тапхӑрта ҫӗнтернӗ команда турнирӑн зона тапхӑрӗнче пирӗн район чысне хӳтӗлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев