Мунчара пӗлсе çапăн!
Усăллă канаш
Тухтӑрсем хӑш-пӗр чир пулнă чухне мунча кӗме юраманни пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
– Нумайӑшӗ вӗри мунчара киленсе кайса çапăнма юратать. Уйрӑмах сивӗ кунсенче мунча питӗ «тутлӑ» пулать. Анчах та тухтӑрсем хӑш-пӗр чирпе аптӑракансене вӗри мунчана кайма юраманнине асӑрхаттараҫҫӗ. Гипертони тата чӗрепе юн тымарӗсен патологийӗсем пулсан ытлашши вӗри мунча кӗме юрамасть, – тет районти тӗп больницӑн врачӗ Эльвира Айзятуллина.
Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, гипертонипе, чӗрепе юн тымарӗсен патологийӗсемпе, гепатитпа, анемипе тата эпилепсипе аптӑракан ҫынсен мунчана кайма юрамасть. Ӳт чирӗсем ҫивӗчленсен мунчана кӗме тăхтаса тӑма сӗнеҫҫӗ.
Специалист ҫакна та ӑнлантарать: ӳсӗрле те мунчана кайма хӑрушӑ. Эрех-сӑра юн тымарӗсене сарать, пысӑк температура та ҫавӑн пекех витӗм кӳрет. Ун пек чухне юн тымарӗсем ҫурӑлма пултараҫҫӗ. Ку уйрӑмах атеросклероз, варикоз е гипертони чирӗсемпе аптӑракан ҫынсемшӗн хӑрушӑ. Пуҫ миминчи юн тымарӗ сиенленнӗ тӗк, мунчана кайни инсультпа вӗҫленме те пултарать.
Тепӗр хӑрушлӑх – эрехпе пысӑк температура пӗрлешсен аритми пулма пултарасси паллă. Аритми инфаркт кăларса тăратма сăлтав пулма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев