Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Мучелей вулавӗсем»: вунулттӑмӗш хут

Уяв йăла-йӗркесемпе, традицисемпе никӗсленсе, «Хӗр вӑрлани», «Мăшăрлану», «Ачана ят хуни» пек театрализациленӗ представленисемпе пуҫланчӗ

Мучелей ялӗнче, ырӑ йӑлапа, кӑҫал та тӗн пухӑвӗ иртнӗ. Мероприятие 16-мӗш хут ирттерчӗç тата унӑн регионсем хушшинчи шайӗ ҫулсерен пысӑкланса пынине палӑртмалла. Кӑҫал Мучелей вулавне пирӗн ҫӗршыври сакӑр регионти паллӑ тӗн деятелӗсем, ученӑйсем, паллӑ общество деятелӗсем килчӗç, паллах, мероприятие республикӑн хисеплӗ хӑнисем тата районти мечӗтсемпе приходсенчи имамсем, мусульман хӗрарăмсем те хутшӑнчӗç.

Курса калаçмалли, тӗлпулу уявӗ

Палӑртса хӑвармалла, кӑҫал Мучелей вулавӗсене Тутарстанра пӗлтернӗ Наци культурисемпе йӑли-йӗрки ҫулталӑкӗн шайӗнче ирттерчӗç тата унӑн тӗп теми те «Наци йӑли-йӗркисен пуласлӑхӗ ачасемпе мӑнуксен аллинче» текен ятпа иртрӗ. 
Уяв театрализациленӗ представленисемпе ылмашăнса пычӗ. Ятарлă палаткăсенче районти библиотекарьсем, таврапӗлӳ музейӗн ӗҫченӗсем, районти пенсионерсен союзӗн представителӗсем наци тумӗпе, апат-ҫимӗҫпе, эмел курăкӗсемпе, вӗсен хатӗрлемелли, пӗçермелли, типӗтмелли вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ.

Ҫавӑн пекех, лаптăкăн тепӗр енчи палаткӑсенче Хусан хулинчен килнӗ ӑстасем тӗрӗсемпе, наци орнаменчӗсемпе сӑрантан изделисем тăвасси пек алă ӗçӗсем, йӑх-ăру йывăççин тӑвасси, дизайн-проектсем туса хатӗрлесси, ӑру историйӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырасси енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттерчӗҫ. 

Ҫӗпрел мухтасибӗ те тӗн пухăвне улшăну кӗртсе, мечӗт ҫумӗнчи курссене ҫӳрекен ачасен выступленине йӗркелесе, ăс-хакӑл пухӑвне хӑйӗн тӳпине хыврӗ. «Марджани» воспитани центрне ҫӳрекен ачасем Коран, тӗн сӑввисем вуларӗç тата ытти çавăн пек мероприятисенче хутшăнчӗç. 

Реклама

Мероприятире Тутарстан муфтийӗн мухтисибетсемпе ӗçлес енӗпе çумӗ Равиль хазрат Зуфаров, Тутарстанăн тӗп казийӗ Джалиль хазрат Фазлыев, Хусан хулин тӗп мухтасибӗ Рустам хазрат Валиуллин, Ислам тӗнне йышăнăвӗн 1000 ҫул ячӗллӗ мадресен ертӳҫи Ильяс Зиганшин наставленисем вуларӗ, ҫавӑн пекех, кӳршӗри регионсен представителӗсем, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн, «Ак калфак» хӗрарӑмсен организацийӗн представителӗсем тата ытти хисеплӗ хӑнасем тухса калаҫнине итлерӗç.

Марат Гафаров:

— 16 ҫул хушшинче «Мучелей вулавӗсем» масштабӗ анлӑланса кӑна пырать. Ку килнӗ хӑнасен шутӗнчен те курӑнать. Çак вулавсем Туфан Минниуллин шухăш-кăмăлӗпе, сӗннипе пуçланса кайнăччӗ. Вăл, ку таврара ҫуралса ӳсмен пулин те, Мучелей ялне час-часах килсе ҫӳренӗ, ӑна питӗ ҫывӑха хунă. Мучелей ялӗ хӑйӗн чаплӑ ҫыннисемпе паллă. Кунта икӗ герой ҫуралнӑ. Вӗсенчен пӗри — Совет Союзӗн Геройӗ Нурулла Фазлаев, тепри — Социализмла Ӗҫ Геройӗ Абдулла Сабирзянов. Заки Нури, Шараф Мударрис ҫак ялти шкулта вӗреннӗ, воспитани илнӗ, кунта поэт Рамис Аймет ҫуралса ӳснӗ, республика прокурорӗ Сайфихан Нафиев, ученӑй Нурмухамет Хисамов, Тутарстанăн тава тивӗҫлӗ вăрманçи Ирфан Халитов та ҫак ял çыннисем, тава тивӗҫлӗ врачăн Иршат Измайловăн, юрӑҫăн Алсу Абульханован тата ытти нумай паллă çынсен йăх-несӗл тымарӗ Мучелей ялӗпе çыхăннă. Кунта тӑрӑшуллӑ, ӗҫчен, пултаруллă ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Кунта нацие, культурăна, чӗлхене, тӗне, историе упраса хӑварма палӑртнӑ ҫак мероприяти те ҫак ял ҫыннисен пӗрлӗхӗпе, тăрăшулăхӗсемпе йӗркеленет. Паллах, çакă пысӑк тимлӗхе тата хисепе тивӗҫлӗ. Ҫак наци хаклӑхӗсене пирӗн пулас ӑрусене памалла. Кăçалхи мероприятийӗн ячӗ те çакна пула пулса тухрӗ.

Марат Ринатович районти ял пурнăçӗнче, хуҫалӑхӗнче, социаллӑ пурнӑҫпа экономика сферине пысӑк пай кӗртсе ӗçленӗ Мучелей ялӗн ӗç çыннисене, яла хӑтлӑх кӗртме пулӑшнӑ çынсене «Ҫӗпрел районне йӗркеленӗренпе 90 ҫул» медальсем, Тав ҫырӑвӗсем, парнесем пачӗ. Уйрӑм сӑмахсем паян ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ашшӗ-амăшӗсен, çывăх çыннисен ячӗпе янӑрарӗҫ. 

Джалиль хазрат Фазлыев:

— Ҫак мероприятин пӗлтерӗшне — çынсем пӗр-пӗринпе курса калаçни, хутшăнни пек пулнине йышӑнас пулать. Аслă Пророк та: «Пӗр-пӗринпе хутшӑнӑр, тӗл пулса калаçсан сирӗн сӑн-питӗр таса, апат-çимӗçӗр тулăх пулӗ, сирӗн хушшӑрта юрату ӳссе пырӗ», тесе каланă. Паллах, пире пурне те пӑшӑрхантаракан пӗр ыйту пур: юлашки 10 ҫул хушшинче пирӗн наци шучӗ чакни палăрать. Ялта пурăнакансем сахалланса пыраççӗ, пушӑ ҫуртсен шучӗ ӳссех пырать. Çакна тӗлпулусем Тӑван ҫӗре, ҫӗршыва, хамӑр пурӑнакан вырӑна юратма хистев парсан, усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗҫ. Хадиссенче ахăр самана вӑхӑчӗ ҫитет тесе калаççӗ пулсан та, пӗр йывӑҫ лартса юлăр, тенӗ. Ҫакна пирӗн ҫумри ҫамрӑк ӑрӑва тӗн, наци, чӗлхе, тӑван ҫӗр текен вӑрлӑха хывса хăварăр, тесе каланă пек ӑнланас пулать. Ялти пурнӑҫ валли пур условисем те пур, анчах ашшӗ-амӑшӗсем тӗп никӗсре пурӑнакан ачине тӗрте-тӗрте хулана ӑсатаҫҫӗ. Тӗп никӗс ывӑлсемпе, кинсемпе кӗрлесе тăрсан, ял пурӑнăччӗ, çакна эсир ӑнланма пултарайсанччӗ. Ҫак тӗлпулусем шухӑшсене улӑштарма, пирӗн нацие сыхласа хӑварма пулӑшсанччӗ.

Ăру-йăх йывăççи

Йăх-ăру йывăççин конкурсӗ кӑҫалхи уявăн уйрӑмлӑхӗ пулса тӑчӗ. Конкурса пӗрремӗш хут йӗркеленӗ пулин те, 70е яхӑн заявка йышӑннӑ. Палӑртса хӑварас пулать, уява килнӗ хисеплӗ хӑнасем те хӑйсен ăру-йăх йывăççине сӗнчӗç. Кун пирки Джалиль хазрат Фазлыев хӑйӗн шухӑшне каласа пачӗ.

«Халӗ пӳртсенче ăратлă кушаксемпе йытӑсем ӗрчетес мода килсе тухрӗ. Тӗлӗнмелле пулсан та, чӗрчунсем мӗнле йӑх-ăруран тухни ҫинчен калакан документсене пурне те тунӑ, анчах хӑйсен аслашшӗсемпе ашшӗсем, хăйсем ӑҫтан пулса кайнине калама пултараймаҫҫӗ. Генеалоги вӑл — ăру-йăх йывӑҫӗ, вӑл камран, мӗнле туратланса кайнине кăтартакан несӗл йывăçӗ, ăна пӗлмелле», — терӗ.

Хӑй хӑйӗн тӑхӑмӗсен 33 ӑрӑвӗ ҫинчен даннăйсем тупни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫавна пула хăйӗн ялӗнче 200 ытла хуҫалӑх та йăх-несӗлӗн йывăççине тăвас енӗпе ӗç пуçласа, паянхи кун та илемлӗн малалла тăсни çинчен калаçрӗ. Конкурсăн Гран-при парнине те Джалиль хазрат Фазлыева пачӗç. 
Конкурсра районти «Ак калфак» вырӑнти хӗрарӑмсен организацийӗн ертӳҫи Гульфия Яфизова ертсе пынипе, библиотекарьсем «Çӗпрелӗн наци тумӗсем» фестивальне сӗнчӗç, çемье реликвийӗсем çинчен калаçрӗç. Тулли содержаниллӗ ăру-йăх йывăççин авторӗсенчен пӗри те парнесӗр юлмарӗ. 

Хаджияпа Иршат Халимовсем:

— Кашни ҫул уява хӑнана килетпӗр. Тав Турра, ялта пирӗн никӗс пурӑнать, унта пире тӑванăмăрсем Ильмирапа Рамис кӗтсе илеҫҫӗ, ӑсатса яраҫҫӗ. Ҫавӑнпа савӑнсах таврӑнатпӑр. Уяв та ҫулсерен содержанийӗпе те, йӗркелӳ шайӗпе туллин пуянланса пырать. Малашне те «Мучелей вулавӗсем» малалла тӑсăлтӑрччӗ, йӗркелекенсене тав тӑватпӑр.

Танзиля Шайдуллова, Кӗçӗн Чăнлă ялӗ:

— Эпӗ ҫак районта пурӑнатӑп пулин те, çак «Мучелей вулавӗсем» уява пӗрремӗш хут килтӗм. Халь ӳкӗнетӗп, нумаййине çухатнă иккен эпӗ. Лайăх содержаниллӗ, илемлӗ тӗн уявӗ. Чун-чӗре кунта ăс-хакăл енчен ҫирӗпленет. Çакă нацие, тӗне, чӗлхене упраса хăварас енӗпе пирӗнтен кашнинех эпӗ хам хыҫҫӑн мӗн хӑварăп-ши, текен ыйту çине хурав шырамалли мероприяти.

«Мучелей вулавӗсем» сцена çине «Мишарляр», «Яшьлек», «Риваять» этно-ушкăнсем, Тутарстанăн халӑх артисчӗ Мингул Галиев, тӗн юррисене пурнăçлакан Ильяс Халиков, Марсель Вагизов тухнипе çыхăнса пычӗ. Пухӑннă халӑх пӗрле килти кӗлӗсене вуларӗ, тулăх сӗтел хушшинче вӗри чейпе, икерчӗпе, пловпа сăйланчӗ.
Уяв каҫ енне те ял ҫыннисемпе районта пурӑнакансемшӗн пысӑк уяв концерчӗпе малалла тăсăлчӗ. Унта паллӑ юрӑҫсем Резида Шарафиева, Равиль Галеев хăйсен пултарулӑх ушкӑнӗсемпе халăха савăнтарчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев