«Мучелей вулавӗсем»: 15 çул
Мероприятие Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин тата çичӗ регионтан муфтисем килнӗччӗ
Ҫӗпрел районӗнче «Мучелей вулавӗсем» тӗнпе практика конференцийӗ иртрӗ. Кăçал тӗн пухӑвне Атӑлҫи Пӑлхар патшалăхӗнче Ислам тӗнне йышӑннӑранпа 1100 ҫул, Мучелей ялӗнче мечӗт никӗсне хывнăранпа 25 ҫул ҫитнине палăртса иртес тӗлӗшпе йӗркеленӗччӗ.
Мучелей вӗренӗвӗсене тӗнпе общество деятелӗсем, Раççейӗн регионӗсенчен муфтисем, ученӑйсем, патшалăх деятелӗсем, культурӑпа искусство представителӗсем, ҫак ялтан тухнă паллă çынсем нумаййӑн килнӗччӗ. Вӗсем пурте тӗне, нацие, чӗлхене, культурӑна, йӑла-йӗркесене упраса тата аталантарса пымалли тӗслӗх пулнине, Мучелей ял уявӗн авторитечӗ çӗкленнине, масштабӗ анлӑрах та анлăрах пулса пынине палӑртрӗҫ.
«Мучелей вулавӗсем» пухăвӗ – наци йăли-йӗркисене сыхласа хăварас тӗлӗшпе, Тутарстан муфтиячӗ, Пӗтӗм Тӗнчери тутар конгресӗн пулӑшнипе иртекен ҫулленхи мероприяти. Вӗренӳсем «Ялти ӑс-хакӑлпа культура еткерлӗхне тата йӑли-йӗркин пӗлтерӗшне сыхласа хӑварассинче тата аталантарассинче тӗн хаклӑхӗсен пӗлтерӗшӗ» текен темăпа иртрӗ.
Вӗренӳсене официаллӑ уçасси Мучелей ялӗ мечӗчӗ умӗнчи лаптăкра иртрӗ. Пухура Тутарстанӑн муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин уçрӗ, Джалиль хазрат Фазлыев кӗлӗ вуларӗ.
Малалла уяв хӑнисене Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, муфтий Камиль хазрат Самигуллин саламларӗҫ.
Муфтий Камиль хазрат Самигуллин уява йӗркелекен, малалла та çапла пытăрччӗ тесе çунса, тăрăшса çӳрекен, çак ялта çуралса ӳснӗ, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумне Ильмир Измайлова медаль пачӗ.
Парне парассине малалла тăсса, район пурнӑҫӗнче активлă хутшăннă хисеплӗ ҫынсем, ял ӗҫченӗсем Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа медале тивӗçлӗ пулчӗç.
«Мучелей вулавӗсем» шайӗнче мусульман-ачасем хушшинче районти шакирдсен «Гыйлемпиада» уявне йӗркелерӗç, Сабантуйра вылякан вӑйăсем, ачасем хушшинче наци кӗрешӗвӗпе ӑмӑртусем ирттерчӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Мучелей вулавӗсен пуҫаруҫи тутарсен паллӑ общество деятелӗ, çыравçă Туфан Миннуллин пулнӑччӗ. Ҫак тӗн пухӑвӗн никӗсӗн историйӗ ҫинчен Ильмир Измайлов: «Туфан Миннуллин пӗрремӗш хут 1998 ҫулта Мучелей ялӗнче пурӑнакан вырӑнти халăхпа тӗл пулчӗ, çыннисем унăн кăмăлне кайрӗç. Халӑх та Туфан Минуллина килӗштерчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл час-часах ҫак яла килме пуҫларӗ. 2008 ҫулта Ял уявӗн пӗрремӗш тӗн пухӑвне – Мучелей вулавӗсене йӗркелесси те Туфан Минуллинăн пуçарăвӗ пулчӗ», – тесе калаçрӗ.
Ученӑйсем, тӗн деятелӗсем ку мероприятие пысӑк хак параҫҫӗ тата ӑна ҫулсеренех ирттермелле тесе сӗнӳ кӗртеççӗ. Паян ҫак тӗн мероприяти район бренчӗ пулса тӑчӗ, регионсен хушшинчи статуслӑ тӗн пухӑвӗ пек иртет. Мероприятире ҫулсеренех Туфан Минуллина та аса илеҫҫӗ. Вӑл вилнӗренпе кӑҫал 10 ҫул пулнă иккен: вӑл тума пулӑшнӑ шкулăн зданийӗн стени ҫине барельефлӑ асăну хӑми умне чечексем хучӗҫ, уншӑн кӗлтурӗҫ.
Уяв пурте пӗрле намаз вуланипе, курбан апачӗсене тутанса пăхнă май, çыхăнса пычӗ. Каҫ енне вара «Мучелей вулавӗсем» – «Ял уявӗ» пулнă май малалла пычӗ. Унта тутар эстрадин паллӑ артисчӗсем: Алсу Абельханова, Резида Шарафиева, Руслан Кирамутдинов, «Кара урман» группа хăйсен юррисемпе халăха савăнтарчӗç.
Фарида Ахметова, Ульяновск хули:
– Эпир ялтан шкул пӗтерсен тухса кайнăччӗ. Кунта манӑн анне ӗмӗр тӑршшӗпех шкулта вӗрентекен пулса ӗҫлерӗ, эпӗ хам Ульяновск хулинче тутар чӗлхипе литературине вӗрентрӗм. Аннен аслашшӗ Фатхулла ӗлӗк Мучелей вулӑсӗн старости пулнӑ. Ҫак пулӑмшӑн, уявшăн кашни ҫул савӑнатпӑр. Паянхи кун тӗп никӗс, тӑвансем юлман пулин те, тăван ен питӗ ҫывӑх. Палланӑ урамсемпе сукмаксем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрени чуна лӑпкӑлӑхпа савӑнӑҫ парать. Уяв вара ял çыннисене пӗр лаптăка пухать, тӗл пултарать пӗр-пӗрне курса калаçма май парать, пӗрлештерет, ӗненӗве, чӗлхене упрама пулӑшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев