Мучелей шкулӗ 100 ҫул тултарнине паллӑ турӗ
Шкулӑн пӗр ӗмӗрлӗх юбилейӗ
Ҫак 100 ҫул хушшинче шкултан пин-пин яш-хӗр вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ профессие алла илсе, вӗсем пирӗн республикӑн, ҫӗршывӑн тӗрлӗ облаҫӗсенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, районăн сумлӑ ҫыннисем пулса тӑнӑ.
Шкул творчество тӗнчине Шараф Мударрис, Заки Нури, Рамис Аймет, ҫавӑн пекех, Нурмухаммет Хисамов, Инкийлаб Амирханов, Абдуллазян Халимов, Тутарстан прокурорӗ Сайфихан Нафиев пек тата ытти нумай паллӑ ҫынсене пӗлӳпе воспитани парса кăларнă. Тӗрлӗ ҫулсенче пӗлӳ çуртӗнчен вӗренсе тухнисем, вӗсене пӗлӳ панă преподавательсем çак кун каллех пӗрле пухӑнчӗҫ. Ҫак мероприяти тӗлпулушӑн, вӗрентекенсене ӗҫӗсемшӗн тав тума питӗ лайӑх сӑлтав пулчӗ.
Ялта шкул уҫӑлнӑранпа 100 ҫул пулсан, «Вырӑс-тутар земство шкулӗ» ӗҫлеме пуҫланӑранпа – 115 ҫул, джадидистла вӗрентме тытӑннӑранпа – 130 ҫул, «Чун урокӗсем» йӗркеленнӗренпе 260 ҫул ҫитет.
1895 ҫултанпа ачасене Мучелейре джадидла вӗрентме тытӑнни, 1904 ҫулта Хусаин Ямашев ячӗллӗ пуҫламӑш шкул, 1910 ҫултан – вырӑс-тутар земство шкулӗ, 1918 ҫулхи кӗркунне советла вӗрентекен пуҫламӑш шкул уҫӑлни паллă.
1925 ҫулта ӑна ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул туса хунӑ. Шкулăн заведующийӗ Риза Мардиев (Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнчен) ачасене шкулта вӗрентессишӗн килтен киле ҫӳресе пухать. Ун чухнехи пурнӑҫ законӗсем, халӑха ҫутта кӑларассине хирӗҫ тӑнӑ. Анчах пӗрлехи тăрăшулăхпа, пӗрремӗш класа 32 арҫын ачапа пӗр хӗрача – Саура Хасанова – килет. Тепӗр ҫул шкула таврари ялсенчен те вӗренес текенсем пулаççӗ. Пӑва кантонне кӗнӗ Мучелей вулӑсӗнчи ҫак вӗрентӳ центрӗ иртнӗ ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсенче Тутарстанри тӑватӑ ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан пӗри пулса тӑрать.
Ачасене пӗлӳпе воспитани пама опытлӑ, вӗреннӗ ҫынсене суйлаҫҫӗ. 1954 ҫулта пӗлӳ вучахӗ сакӑр ҫул вӗренмелли шкул, 1991 ҫулта – вӑтам шкул (2004 ҫулта ҫӗнӗ ҫурт туса лартнӑ), 2008 ҫулта – тулли мар вӑтам шкул, 2010 ҫулта пуҫламӑш шкул, 2012 ҫулта – пуҫламӑш шкул-ача сачӗ пулса тăрать, 2015 ҫултан пуçласа вăл Совет Союзӗ Геройӗн Нурулла Фазлаевăн ятне çӳретме пуçлать.
Историре çак вӗренӳçурчӗн тивӗçлӗ йӗрӗ те пур. 1942 ҫулта Мучелей шкулӗн зданийӗнче ача ҫурчӗ уçăлать (директорӗ – К.Быков), унта Ржев хулинчен тӑлӑх ачасене эвакуациленӗ пулнă. Унтан килнӗ ачасем те çак шкулта воспитанипе пӗлӳ илеҫҫӗ, ҫулла колхозра ӗçлеççӗ, пулӑшаҫҫӗ. 1946 ҫулта пӗлӳ паракан учрежденире куçӗ курманнисем валли те шкул уҫăлать.
Паллах, историшӗн 100 ҫул – пӗр самант кӑна. Анчах та ҫак ҫулсенче шкул нумай ҫын шӑпинче хăйӗн йӗрне хăварнă.
Шкулă 100 çулне халалланă мероприятие ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ, уява йӗркеленӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов уçрӗ.
– Пирӗн шкулăн иртнӗ çулӗсем мухтавлӑ, мӑнаҫлă. Кунта вӑй хунӑ вӗрентекенсене пысӑк тав. Хальхи ҫамрӑк ӑру та ҫакна ан мантӑрччӗ, ялăмăра, шкулăмăра чапа кăларчăрччӗ тетпӗр, çавăн патне ăнтăлатпăр, – терӗ вӑл.
Вӑл вӗренӳ заведенийӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, район ертӳçисене, пухӑннисене пурне те мероприятие килнӗшӗн, хутшӑннӑшӑн тав турӗ.
Уявра районти вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов та хутшӑнчӗ. Нумай ҫул вӑй хунӑ педагогсене саламларӗ, парнесем пачӗ. Мучелей шкулӗ пуян историллӗ пулнине палăртрӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов та шкул та Тӑван ҫӗршыва, тӑван ҫӗре юратма вӗрентни çинчен калаçрӗ. Ҫакӑн тӗслӗхӗ пулса, вӑл паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче служить тăвакан каччăсене тăраççӗ терӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшне тав турӗ, парнесем пачӗ.
Мероприятие хутшӑнакансен те ял ҫыннисене каламалли, тунсӑхласа калаçмалăх асаилӗвӗсем пурччӗ.
Паян шкулӑн иккӗмӗш хутӗнче музей пур. Унта ялӑн авалхи кун-ҫулне те, шкула хӑйне те пырса тивекен даннăйсемпе экспонатсем пухăннӑ.
Шкул юбилейне халалланӑ мероприяти концерт номерӗсемпе çыхăнса пычӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев