Мӑшӑрлă пурнăç — пысӑк телей
Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Семеновсен ҫемйи Бриллиант туй çитнине палăртса ирттерчӗ.
Ватлăхра мăшăрлă пурăнасси, ачасемпе мӑнуксен савӑнӑҫне пӗрле мăшăрпа пайласси — пысӑк телей.
Виталий Александровичпа Вера Тимофеевнана ҫакӑн пек телей курма тӳр килчӗ. Вӗсем çемье çавăрса пĕр сукмакпа утма пуçланăранпа 60 ҫул — Бриллиант туй — çитнине палăртса иррттерчӗç.
Ҫак пурнӑҫра вӗсем вунпӗр ачине пурнӑҫ парнеленӗ, вӗсене лайӑх пахалӑхсемпе кӑна воспитани парса ӳстернӗ. Паян ӗнтӗ вӗсене мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем хăйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.
Ҫапла вара Виталий Александровичпа Вера Тимофеевна, пӗр-пӗрин тӗревӗ пулса, ачисемпе ял ҫыннисемшӗн тӗслӗх пулса, хӑйсен пурнӑҫ ҫулне малалла тӑсаҫҫӗ.
Районта нумай ҫул хушши пурăнакан хисеплӗ ҫемьесене юбилейӗсемпе саламласси йӑлана кӗчӗ. Ҫак пӗрлехи пурнӑҫ саманчӗпе ҫак ҫемьене те районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова саламларӗҫ.
— Сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫамрӑксемшӗн, ачăрсемшӗн, мӑнукăрсемшӗн, кӗçӗн мӑнукăрсемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Чун-чӗререн сире çирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, телейлӗ пурнӑҫ сунатӑп, — терӗ Айрат Фиркатович, район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне, чечексемпе парнесем парса.
Виталий Александровичпа Вера Тимофеевна Семеновсем 1964 ҫулта мӑшӑрланнӑ. Иккӗшӗ те хӑйсен пурнӑҫне тӑван колхоза халалланӑ. Паянхи кун вӗсен 13 мӑнук тата 18 кӗçӗн мӑнук пур. Вӗсем тӗп никӗсре ывӑлӗпе тата кинӗпе пурӑнаҫҫӗ.
— Эпир пӗр-пӗрне нихăҫан та усал сӑмах каламан. Ачасене ӳстернӗ, ӗçленӗ, вăрçăнма вӑхӑт пулман. Турри пире çакăн пек ватлӑх панӑ иккен, эпир ăна çакăншăн тав тӑватпӑр. Ватлӑхра та пӗрле пулни — пысӑк телей, аслă çулсене çитсен çакна та ăнланатăн, — терӗç Семеновсем.
Малалла
Кӑҫал Ҫӗпрел районӗнче кăçал Бриллиант туйӗсене 6 ҫемье паллӑ тӑвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев