Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Амӑшӗн кунне Раҫҫейре ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ

Календарьте дата

Уяв историйӗ

Тӗрлӗ ҫӗршывсенче ҫак дата тӗрлӗ кунсене тӳрӗ килет. Амӑшӗн кунне Раҫҫейре ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Унӑн тымарӗсем Авалхи Грецирен килеҫҫӗ, вӗсем амӑшӗн тӗн йӑлисемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Авалхи грексем Гея ятлӑ Турă амăшне пуҫҫапнӑ. Рим ҫыннисем март уйăхӗн виҫӗ кунне Кибела ятлӑ Турӑ амӑшне халалланӑ. Раҫҫейре вара Анне кунне уявласси ҫинчен калакан закона Патшалăх Думин хӗрарӑмсен ӗçӗсен, ҫемьесен тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитечӗн пуҫарӑвӗпе 1998 ҫулта йышӑннӑ. Уявӑн пӗлтерӗшӗ пӗрешкел пулсан та, ӑна тӗрлӗ ҫӗршывсенче тӗрлӗ кунсенче паллӑ тӑваҫҫӗ. Америка, Австрали, Бельги, Дани, Итали, Мальта, Турци, Украина, Финлянди пек ҫӗршывсенче ӑна майӑн иккӗмӗш вырсарникунӗнче, Швецире, Францире — майӑн юлашки вырсарникунӗнче, Грецире — майӑн 9-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. 
Йӑла кӗнӗ тӑрӑх, ҫак кун Аннесене тав тӑваҫҫӗ, йывӑр ҫын пулнӑ ҫынсене саламлаҫҫӗ. Уяв вӑл — аннесене чи ырӑ сунăмсем сунма, тав тума, ӑна саламлама, хӑвна каллех ача пек туйма май пулни. Пуриншӗн те анне — тӗнчери чи хаклӑ ҫын. Ҫавӑн пекех ҫак кун шкулсенче, тӗрлӗ организацисенче аннесене халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ.

Уяв символӗ

Раҫҫейре Анне кунӗн символӗ кăвакарчăн куçӗ чечекӗ (незабудка) пулса тӑрать. Кӑвак ҫеҫкеллӗ пысӑках мар чечеке ӑнсӑртран кăна суйласа илмен, мӗншӗн тесен унӑн ячӗ хӑйшӗн хӑех калать: асту, ан ман. Çак чечек ҫывӑх ҫынсене аса илтерет. Ҫавӑнпа та ҫак кун аннесене ҫак чечексемпе открыткӑсем парнелеҫҫӗ. Чӗрӗ чечексем парнелеме май пур пулсан тата лайӑхрах. Кирек мӗнле пулсан та, аннешӗн пирӗн тимлӗх питӗ кирлӗ. Вӗсене ҫак кун ҫеҫ мар, ҫулталӑк тӑршшӗпех тимлӗх памалла, хисеплемелле.

Цифрăсем

Районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрăмран илнӗ даннӑйӗсенче курăннă тӑрӑх, Çӗпрел районӗнче паянхи кун нумай ачаллă 295 ҫемье шутланать. Çавсенче 965 ача воспитани илет. Вӗсенчен 243шӗнче — виҫӗ ача, 35 çемьере — тӑватӑ, 5 ҫемьере — вунӑ, 7 çемьере — ултă, 1 çемьере 7 ача ӳсет. Районта 62 хӗрарăм «Ача амăшӗн мухтавӗ» медале тивӗçнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев