Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗмӗрне ӗçре ирттернӗ

Ветерансем

Апрелӗн 6-мӗшӗнче        Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Александр         Павлович Шакин 90 çул тултарчӗ. Çак паллă кунпа ăна  саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ  Рамиль Низамов тата ветеринари врачӗ Дамир Аббазов килнӗччӗ.

Хӑнасем РФ Президенчӗн В.Путинăн саламлă çырăвне, район пуҫлӑхӗнчен парне пачӗç. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынна ырлӑх-сывлӑх, ачисемпе мăнукӗсене савӑнтарса, 100 ҫула ҫитиччен пурӑнма сунчӗç. Саламсем ҫумне ветеринари врачӗ Дамир Аббазов та хутшӑнчӗ. Вӑл ӗç ветеранне канлӗ ватлăх сунчӗ, ветеринари службинче нумай ҫул ырми-канми ӗҫленӗшӗн тав турӗ.

Александр Павлович Чӑваш Ишлӗ ялӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Амӑшӗ ялти медицина пукчӗн акушерки пулнӑ, ашшӗ колхозра бригадир пулса ӗçленӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуҫлансанах ашшӗне фронта чӗнтернӗ. Чи хӑрушши, чи хурлăхли –  вӑл Çӗнтерӳ кунӗ патне темиҫе кун ҫеҫ ҫитейменни. Ҫемйине 1945 ҫулхи майӑн 5-мӗшӗнче хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хыпар килет.

Аттесӗр ачалӑх  питӗ йывӑр пулнӑ. Унăн çăкăра аслисемпе пӗр тан ӗçлесе тупма тӳрӗ килнӗ. Александр Павлович вара нумай ӗҫленӗ. Хӗлле вӑрман касма ҫӑпатапа ҫӳрени те манăçман.

Николай Павлович, çемье çавăрсан, мăшăрӗпе пӗрле Ҫӗпӗре тухса каять. Анчах та çуралнă ен туртăмӗ вăйлă пулнăран, вĕсем каялла  таврăнаççĕ, хальхинче район центрӗнче тӗпленеççӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех мăшăрӗпе ветеринари службинче ӗҫлеççӗ. Хисеплӗ ӗç ветеранӗ тивӗçлӗ канăва та çавăнтанах тухать.

Шакинсем виçӗ ача çуратса ӳстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян ҫемье мӑнуксемпе тата мăн мӑнуксемпе тулли, вӗсем ӗç ветеранӗн мӗнпурӗ – 14ăн.

Юбиляра хӗрӗ Елена пӑхать. Вăл район центрӗнчи 1 номерлӗ «Солнышко»  ача сачӗн заведующийӗ пулса ӗçлет.

Александр Павлович хӑнасене питӗ хавас пулчӗ, саламлама килнӗшӗн, хисепленӗшӗн чунтан тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев