Ӗмӗрне ӗçе халалланă
Хӑйӗн профессийӗн мӗнпур вăрттăнлăхӗсене пӗлнӗ, яланах пулӑшма хатӗр пулнă ҫынсем хисепе тивӗҫлӗ. Виталий Николаевич Пришельцев та çавăн пек çынсенчен пӗри.
1940 ҫулхи августӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çут тӗнчене килнӗ. Унӑн ачалӑхӗ вӑрҫӑ, тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене тӳрӗ килет. Çамрăкранах вăл ӗçпе пиçӗхнӗ, выҫлӑхне те, çуклăхне те курса ӳснӗ. Ачаранах пӗлӳ илме ӗмӗтленни ăна Хусанти кооператив техникумне илсе çитернӗ, каярахпа вӑл Мускав коопераци институтне те пӗтернӗ. Тӑван ҫӗршыв умӗнчи сӑваплӑ тивӗҫе пурнăçласа таврăнсан тăван ялӗнче лавккара сутуçă пулса ӗçлет, каярахпа пӗлӳллӗ каччăна районти потребительсен обществине бухгалтер ӗçне илсе пыма чӗнеççӗ. Хăйӗн тăрăшуллăхне, пӗлӳллӗхне кура, ӗçне чыслăн пурнăçлакан специалиста районти потребительсен обществин ертӳçи тӗп бухгалтер должноҫне сӗнет. Ахаль сутуҫӑран пуҫласа, хӑй тӑрӑшнипе, илнӗ пӗлӗвӗн кăтартăвӗпе, ăнăçу хыççăн ăнăçусем çӗнсе илсе, вӑл районти потребительсен обществин ертӳҫин должноҫне çити çӗкленет.
Ырми-канми, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупса ӗçлеме пӗлни, туслă коллективпа пӗрле тăрăшни районти потребительсен обществине республикӑри районсен хушшинче малти вырăнсене тухма май парать. Виталий Николаевич тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине тӗрлӗ ҫулсенче Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвӗсемпе палăртаççӗ.
Паллах, хӑвăн пӗтӗм пурнăçна ӗçе халаллас тесен, ҫумра шанчӑклӑ тыл та пулмалла. Мӗн çамрăкранах, çумри мăшăрӗпе, Александра Архиповнапа вӗсем пӗр-пӗрне ҫур сăмахранах ăнланса, килӗштерсе пурăнаççӗ. Пӗр-пӗрин хыççăн пилӗк ача: Юрий, Светлана, Татьяна, Андрей тата Алексей çуралаççӗ. Ачисене пурне те вӗсем аслӑ пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ.
Паян Александра Архиповнапа Виталий Николаевича 7 мӑнук тата пӗр кӗçӗн мӑнук савăнтарса пурăнаççӗ. Уявсенче, канмалли кунсенче вӗсен çурчӗ кӗрлесе тăрать, ачисем таврӑнаҫҫӗ, хӑнасенчен татăлса тăмасть çак тараватлă ҫурт.
Виталий Николаевича юбилей ячӗпе саламлама ветерансен советӗнчен Рустам Хамидуллин, Иван Борисов, Роберт Закиров, Рифкать Бахитов тата Джаудат Мударисов килнӗччӗ. Вӗсем юбиляра Тав ҫырӑвӗпе парнесем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев