Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗмӗрлӗх педагог

Ӗçре иртнӗ кунсем, çулсем...

 

Хăйӗн профессийӗн мӗнпур вăрттăнлăхӗсене пӗлекен, кирек хӑҫан та кашнинех пулӑшма хатӗр ҫынсем хисепе тивӗҫ. Виктор Павлович Лухманов уçă кăмăллă, çынна ялан пулăшма хатӗр пулнипе хисепе çӗнсе илнӗ.

Виктор Павлович 1937 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Кивӗ Чакă ялӗнче, Павел Ерофеевичпа Анастасия Федоровна Лухмановсен колхозниксен ҫемйинче çут тӗнчене килнӗ. Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнче 10 çул пӗлӳ илет. Унтан икӗ ҫул ҫарта службăра тăрать. 1965 ҫулта Ульяновскри патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухать. 1959 ҫултан пуҫласа 1960 ҫулхи май уйӑхӗччен Анат Чакă тата Упири ҫичӗ ҫуллăх шкулсенче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулса ӗçлет. 1960-63 ҫулсенче Хулаçырминчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта математикӑпа физикӑна тата Анат Чакăри çичӗ çул вӗренмелли шкулта физикӑна вӗрентет, ҫав вӑхӑтрах директорӑн вӗрентӳпе вӗренӳ ӗҫӗнсен енӗпе çумӗ те пулать. 1963 ҫулхи август уйӑхӗнчен пуҫласа 1971 ҫулхи июнь уйӑхӗччен Кивӗ Чакă шкулне ертсе пырать.

1960 ҫулта Виктор Павлович хăй пекех пӗлӳллӗ, химипе биологи вӗрентекенӗпе Мария Степановнӑпа çемье çавăрать. Ҫамрӑк ҫемье Кивӗ Чакăри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме пуҫлать, Виктор Павлович шкул директорӗн ӗçне пурнăçлать, Мария Степановна химипе биологи урокӗсене илсе пырать.

Çав ҫулсенче ялсенче ачасем нумай, шкулта та вӗренекенсен шучӗ 360а яхăн пулать, 1-8 классенче параллельлӗ классем те йӗркеленеççӗ, шкулта уроксем ирттермелли пӳлӗмсем çитми пулаççӗ. Шкула ертсе пынӑ ҫулсенче Виктор Павлович шкулӑн пурлăх базине ҫирӗплетме сахал мар вӑй хурать, ҫӗнӗ вӗренӳ пӳлӗмӗсем тăвăнаççӗ, шкул вӗренме кирлӗ оборудованисемпе туллиленет. 1964 ҫулта биологи вӗрентекен Мария Степановна хутшӑннипе шкулта улма-ҫырла пахчи те туса хураççӗ.

1971-1981 ҫулсенче Виктор Павлович районти ҫутӗҫ пайне ертсе пырать. Ҫав ҫулсенче, вӑл ертсе пынипе, пӗтӗм шкулсем вӑтам пӗлӳ парасси ҫине куҫаççӗ, вӗрентӳ системи те лайӑхланать. Марс, Кӗçӗн Чăнлă, Кивӗ Ҫӗпрел, Хулаçырми тата Çӗнӗ Йӗлмел ҫӗнӗ типлă шкулӗсем пулса тăраççӗ. Виктор Павлович та, çаплах, вырӑнти педагогика кадрӗсене хатӗрлес ыйтусем ҫине тимлӗх парать.

Виктор Павловичӑн «Россия» колхозăн парторганизацин секретарӗн тивӗҫӗсене те пурнӑҫлама тӳрӗ килет. Горький ячӗпе хисепленсе тăракан колхоза та ертсе пырать. Унтан талантлӑ ертӳçе Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗн директорӗ пулма палăртаççӗ. Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнчи педагогика коллективӗ, Виктор Павлович ертсе пынипе, районта малтисен ретне çӗкленет, ҫулсерен призлă вырӑнсене йышӑнать. 2000 ҫулта 198 вӗренекен валли шутланнă шкулӑн ҫӗнӗ зданийӗ хута каять. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ те 52 (!) ҫултан  ытла. Тивӗҫлӗ канура пулин те, Виктор Павлович аслӑ вӗренӳ çурчӗсене кӗрес текенсене шкулта физикӑпа Пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене пама хатӗрлет. Юлашки çулсенче коронавирус инфекцийӗ сарӑлнине пула, унӑн ҫак ырӑ ӗҫрен пӑрӑнма тивет.

– Яланах ҫынсем, вӗренекенсем хушшинче пулнăран мана кӑштах йывăр пулчӗ чикӗлев вăхăтӗнче. Анчах ҫаксене пурне те эпӗ шӑпа тӗрӗсленӗ пек йышӑнтӑм. Ачамăрсем, мӑнукăмăрсем пире пӗчченлӗхре хӑвармаҫҫӗ, яланах шӑнкӑрававса тăраҫҫӗ, килеҫҫӗ тата пулӑшаҫҫӗ, – тет хисеплӗ ветеран.

Виктор Павловичăн тăрăшуллă, чыслă ӗçне «Хисеп Палли» орденпа, «Ӗçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнӗ ятпа» юбилей медалӗпе, «Ӗç ветеранӗ» медальпе, «Халӑх ҫутӗҫ отличникӗ» значокпа, «Социализмла ӑмӑрту çӗнтерӳçи», «Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх ударникӗ« паллӑсемпе, Тутарстанăн КПСС обкомӗн тата ТАССР Министрсен Совечӗн Хисеплӗ грамотисемпе тата ытти нумай паллӑсемпе палӑртнă. Район Совечӗн йышӑнӑвӗпе ăна «Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ятне те тивӗçнӗ.

Виктор Павловичпа мӑшӑрӗ Мария Степановна пилӗк ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ачисенчен кашнинех аслӑ пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ.

 – Эпир хамӑра мӗн пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, аслисене хисеплеме, пурӑнма вӗрентнӗ аттепе аннене чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Пирӗн кашнин ҫитӗнӗвӗшӗн вӗсен тӳпи паянхи кун калама çук пысăк. Аттепе анне паян та пирӗн канашҫӑсем, – тет ывӑлӗ                        Валерий Викторович.

Мария Степановнӑпа Виктор Павловичӑн паян 11 мӑнук тата 6 кӗçӗн мӑнук. Канмалли кунсемпе уяв кунӗсенче вӗсен килӗ ачасен савӑнăçлă сассипе кӗрлесе тăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев