Ӗмӗрлӗх библиотекарь
Нумаях пулмасть Упи ялӗнче пурӑнакан Мариэтта Константиновна Шавкина та 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Ҫак паллӑ кун Мариэтта Константиновнӑна юбилейлă кунӗпе район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин саламларӗҫ. Хӑнасем юбиляра ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, вӑрӑм та телейлӗ пурнӑҫ, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗç, парнесем, чечексем пачӗç.
Мариэтта Константиновнан ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ йывӑр тапхӑра тӳрӗ килнӗ. 1-мӗш класа вӑл 9 ҫулта ҫеҫ вӗренме кайма пултарнӑ. Унтан, ҫав ҫулсенче ялта аслӑ классенче вӗренекенсем валли шкул пулманран, Хурăнвар-Шăхаль ялне вӗренме ҫӳренӗ. Мариэтта Константиновна Хурăнвар-Шăхаль ялне хирсем урлă çуран çӳренине паян аса илет.
– Пирӗн ачалӑхăмăр апат-ҫимӗҫ сахал, тăхăнмалли те пулман вӑхӑтра иртрӗ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ, çуранах, пылчăклă, юрлă-пăрлă, хирсем урлă Хурăнвар-Шăхаль ялне вӗренме ҫӳрерӗмӗр. Эпир хамӑр та чӑтӑмлӑ пулнӑ пуль. Ҫав ҫулсенче курнă йывӑрлӑхсем паян хӑйсем ҫинчен систерме пуçларӗç, урасем ыратаҫҫӗ, – тет хисеплӗ ветеран.
Мариэтта Константиновна пӗр ял каччипе Валериан Шавкинпа ҫемье ҫавӑрать. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ икӗ ача пăхса ӳстереççӗ вӗсем. Шел те, ҫемьен савӑнӑҫне кӑна мар, хуйхине те чӑтса ирттерме тивнӗ: хӗрӗ Юлия çамрăклах çул çинчи аварире вилет.
Мариэтта Константиновна ӗмӗрӗ тăршшӗпехпех ялта библиотекарьте ӗҫленӗ. Малтан Упи ялӗн библиотекинче, Упи ялӗн библиотекине Ҫӗнӗ Упи ялӗн библиотекипе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн, ăна Ҫӗнӗ Упи ялӗн библиотекине куҫараççӗ. Кунта вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшать. Мариэтта Константинова каланӑ тӑрӑх, ялта пӗр мероприяти те вӑл хутшӑнмасӑр иртмен. Унӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫне тӗрлӗ ҫулсенче Хисеп грамотисемпе палӑртнӑ, вӑл «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культурӑн ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Мариэтта Константиновна паян ывӑлӗпе Николайпа тата кинӗпе Ольгӑпа пурӑнать. Юбилярӑн 4 мӑнук, 3 кӗçӗн мăнук пур. Ҫемье ӑшши, тӑванӗсен, мӑнукӗсен, кӗçӗн мӑнукӗсен, ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗ ӑна пурӑнма вӑй-хӑват парать, вӑл пурнӑҫӑн кашни саманчӗпе савӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев