«Ӗмӗрлӗх ҫурт» патне каякан ҫула юсаççӗ
Кӗçӗн Чăнлăра сулăм укçипе ялти çулсене йӗркене кӗртеççӗ, юсаççӗ
Сулăм укçин программи Тутарстанра 2013 çулта вăя кӗчӗ. Ултă çул хушшинче халăхран пухăннă укçана патшалăх тăватă хут ӳстерсе панипе, ялсенче мӗн чухлӗ ӗç пурнăçланчӗ. Ку Çӗпрел районӗнче те çапла.
Калăпăр, Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче кӑҫал пухӑннă сулăм укҫи шучӗпе ялăн масарӗ патне ҫул тăваççӗ. Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Гомар Халитов сăмахӗсенчен курăннă тăрăх, кашни ҫын 500 тенкӗ укçа панӑ.
– Ялта 1000рен ытла ҫын пурӑнать. Пурте сулăм укçин программине активлă хутшăнаççӗ. Хирӗҫлекенсем ҫук. Укçана мӗншӗн тăкаклассине те малтанах пӗлеççӗ. Çак ӗçсем ял малашлăхӗшӗн пурнăçланаççӗ. Ялта ӗҫ пӗтет-и? Кӑҫал 560 пине яхӑн укçа пуҫтартăмăр. Патшалӑх ҫак укҫана тӑватӑ хут ӳстерет. Кӑҫал вара, çавăн 382 пин тенкине 1 тата 2-мӗш бригада масарӗ тесе калакан, çавсен еннелле çул тума тытатпăр. Паллах, çул строительствин ӗçӗшӗн çак укçа кăна çитмест. Ҫулăн вăрăмăшӗ – 400 метра тӳрӗ килет. Çак ӗçре «Цильна» обществăн ертӳҫи Барис Гафуров та пурлăх пулăшăвӗ парать. Барис Гафуровăн яла тирпей-илем кӗртес ӗҫсенче кӗртнӗ пайӗ шутсăр. Карл Маркс урамӗнчи ӗлӗкхи кивӗ масарăн йӗри-таврашне тытса илме те 1 млн. та 600 пин тенкӗ укçа пачӗ вăл. Ҫак масар ҫинче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫиччен пытарнӑ ял çыннисем. Юлнă налук укçипе кăçал Карл Маркс, Фридрих Энгельс тата Ленин урамӗсене тирпей-илем кӗртме тытатпăр, вак чул сарăпăр. Халӑх пире ӑнланни, хӑй пурăнакан ял тăрăхне пулăшнăшăн чун савăнать. Чи пахи – ӗҫӗмӗр те курӑнать, – тет ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Гомар Халитов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев