Утса-чупса çӳренӗ вăхăтра, сасартӑк Альберт Ханафиевич Шарапов çут тӗнчепе сывпуллашрӗ.
Март уйăхӗнче вăл 69 ҫул тултарнăччӗ. Тутарстан Республикин, Раҫҫей Журналисчӗсен Союзӗн членӗччӗ вăл.
1967 ҫултанпа редакцие хыпарсем ҫырса тăнă Альберт Ханафиевич ӗç çулне те журналистика, район редакцийӗпе ҫыхӑнтарнӑ, çарта служить туса таврăннă хыҫҫӑн та редакцие ӗҫе килет, ҫак профессирен тивӗçлӗ канăва тухичченех, уйрӑлмасть. Апла кăна та мар, коллективран, журналистикӑран мӗн виличчен те уйрӑлмарӗ вăл. Хаҫатра пӗрер тӗрлӗ çитменлӗх курсан, пăшăрханса шăнкăравларӗ, юлашки кунӗччен активлă юлса, статьясем, район ҫыннисем ҫинчен зарисовкăсем кӳчӗ. Хаҫат-журналсене ҫырӑнма вăхăт çитсен те чи малтан район пичетне çырăнатчӗ.
Альберт Ханафиевич район журналисчӗсен ретне Саба районӗ енчен пулнă, хăй пекех журналист хӗре качча илнипе те пуянлатрӗ. Сания Мубараковнӑпа иккӗшӗ икӗ хӗр тата пӗр ывăл ача пӑхса ӳстерчӗç. Кил-çурт çавăрнă, лайӑх пурӑннӑ.
Хаҫатăн 90 çуллăхне ирттерме хатӗрленсе çӳренӗ чухне те унпа нумай канашларăмăр. Хаваспах пулăшрӗ. Çапла, районăн энциклопедийӗ – пӗтӗм çынна пӗлетчӗ, мӗнпур япалана асра тытатчӗ вăл. Пурнӑҫа, ӗмӗрне, ҫынсене юратса пурăнчӗ. Никама та кӳрентермерӗ, айӑпламарӗ...
«Пыратӑп-ха, хӗрсем, пӗр ҫын ҫинчен ҫырасси пур», – тесе кайнăччӗ Альберт Ханафиевич редакцие юлашки хут килсен. Килеймерӗ... Хамăр кайрăмăр... Коллективӑмăрăн хисеплӗ ҫыннине юлашки ҫула ӑсатма тесе кайрӑмӑр. Лăпкă çывăр, Альберт Ханафиевич, Эсӗ ӗçленӗ, эсӗ юратнă хаçат пурăнӗ-ха, эпир сире манмастпăр.
«Туган як» – «Тăван ен» редакцийӗн коллективӗ, ветеранӗсем.
Нет комментариев