Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗмӗрӗ колхозра ӗçлесе иртнӗ

«Ача амăшӗ — Героиня» медале тивӗçнӗ Нина Кудряшова 90 çулхи юбилейне палăртса ирттерчӗ.

Нина Петровна Кудряшова 1934 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Тутар Упи ялӗнче, колхозниксен Петрпа Ольга Хмелевсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пӗр хыпарсӑр ҫухалать. Амӑшӗ икӗ ачана пӗчченех пӑхса ӳстерет. Нина Петровна — ҫемьере ачасенчен чи асли пулать. Вăл Упи шкулӗнче пӗлӳ илет, ун хыççăн тӑван колхозӗнче доярка пулса ӗҫлет. 

1960 ҫулта Кивӗ Упи ялӗнче пурӑнакан Николай Никандровичпа çемье çавăрать. Туй хыҫҫӑн, пурнăç çăмăлах пулманнипе, ҫамрӑксем Донбаса тухса каяççӗ. Унта унӑн мăшăрӗ шахтӑра ӗҫлет. Нина Петровна кӗçӗн Тӑван ҫӗршывӗшӗн, амӑшӗшӗн питӗ тунсӑхлать. Çавӑнпа вӗсем тӑван яла каялла таврӑнма шутлаҫҫӗ. Ялта çурт туянаççӗ, пилӗк ача ҫуратса ӳстереççӗ. 

Нина Петровна ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлет. Тăрăшуллă ӗҫӗшӗн тӗрлӗ çулсенче ăна грамотăсем парса чыслаççӗ. Ҫавӑн пекех, вăл «Ача амăшӗ — Героиня» медалӗн хуçи те. 

Шел те, 2020 ҫулта чир унӑн мăшăрне пурнăçран уйăрса илсе каять. Халӗ Нина Петровна кӗҫӗн ывӑлӗпе Викторпа пурӑнать. Юбиляр ачисемпе мӑнукӗсен тимлӗхне туйса, кашни килен кунпа савӑнса ӗмӗрне ирттерет.

Юбилей ячӗпе ăна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин ӑшшăн саламларӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ открыткине, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн парнине тата чечек çыххи пачӗ, сывлӑх, канлӗ ватлăх сунчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев