Мотоцикл — хӑрушӑ юхӑм ҫӑлкуҫӗ
Мототехникӑпа çӳрекенӗн тата унӑн пассажирӗсем — ҫул ҫинче чи нумай инкек тӳсекенсем.
Мотоциклистсем пӗчӗк çул-йӗр-транспорт аварийӗнче пысӑк сурансем илме пултараҫҫӗ, мотошлем пулман тӗслӗхре пуҫ мимине те суранлатма пултараҫҫӗ.
Районти автоинспекторсем мотоциклистсене хӑйсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме, шлемсемпе каскӑсемпе тата хӳтӗлев экипировкисемпе ҫеҫ ҫӳреме чӗнсе калаҫҫӗ.
— Хисеплӗ ашшӗсемпе амăшӗсем! Ачӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе тимлӗ пулӑр, вӗсем ăçта пулнине яланах тӗрӗслесе тăрăр, ҫавнашкал «хӑрушӑ» теттесем туянас умӗн тӗплӗн шухӑшласа пӑхӑр, автомашинӑсем пек транспорт хатӗрӗсемпе хăйсем тӗллӗн кăна çӳреме ирӗк ан парăр, — тесе канаш параҫҫӗ ГИБДД ӗçченӗсем.
Справка
2023 ҫулта Тутарстанри ҫулсем ҫинче мототранспортсем хутшăннипе 220 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, унта 15 вилнӗ тата 236 ҫын аманнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев