Моряк Ранис
Кайнă чухне – çамрăк, таврăннă чух – чăн-чăн арçын Кӗрхи призыв тапхăрӗ: пӗрисем ывăлӗсене çар ретне ăсатсан, теприсем, пӗр çул уйрăлса тăнă хыççăн, çывăх çыннисемпе тӗл пулаççӗ
Ӗнер кăна лайăх служить тума сунса салтака ăсатнă каччăсем пӗр-пӗрин хыççăн таврăнма та пуçларӗç. Вӑхӑт мӗнле хӑвӑрт иртет-çке.
Ранис çара кайиччен Чӗмпӗр хулинчи физкультура вӗрентекенӗсене хатӗрлекен колледжра вӗреннӗччӗ. Ун хыççăн пӗр вӑхӑт шкулта та ӗҫлеме ӗлкӗрчӗ. Пӗр вӑхӑтрах Хусанти физкультурниксене хатӗрлекен аслă вӗренӳ çуртне вӗренме кӗчӗ. Спортсмен каччă ҫамрӑклах ял, район тата республика шайӗнче иртнӗ тӗрлӗ ӑмӑртусенче хутшӑнчӗ.
– Сакăр çултанах кӗрешӳпе интересленме пуçланăччӗ. Районти Сабантуйра, Сайфихан Нафиева асӑнса ирттернӗ турнирсенче тата ытти ӑмӑртусенче нумай парнесем илчӗ. Спортпа интересленни Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен ретӗнче те кирлӗ пулчӗ. Сывлăхӗ çирӗп каччăна Тинӗс ҫар флотне илчӗç. Унта Ранис Фаткуллин чӑн спортсмен пек палăртрӗ, ҫар службин отличникӗ пулчӗ. Унӑн ашшӗ те Германийӗн Дрезден хулинче танкист пулса служить тунă. Çара ăсатнă чухне вăл ывăлне: «Аҫунтан тӗслӗх ил!» тесе каланăччӗ. Ранис пуç усмарӗ, ашшӗ пекех, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи таса тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа, тӑван ялне таврӑнчӗ, – тесе калаçрӗ Кивӗ Кахăрлă ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин.
Раниспа эпир те тӗл пултӑмӑр, ҫарта служить тума йывӑр марччӗ-и, ыран салтак тумне тӑхӑнма тивӗçлӗ каччăсене мӗн суннă пулăттăр, текен ыйтусем патӑмӑр.
– Салтак службинче нимӗнле йывӑрлӑх та курман эпӗ, – терӗ вӑл. – Ҫара каяссинчен хăраса тăмалла мар, унтан пиçӗхсе кăна таврăнатăн. Ҫӗршыва сыхлас пулать, çавăншăн хăвна хатӗрлемелле, – терӗ Ранис.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев