Модульлӗ йӗлтӗр бази уҫӑлчӗ
Спорт объектне республика программипе туса лартнă
Тутарстан Республики тата Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗ кун умӗн районта çӗнӗ блок-модульлӗ йӗлтӗр базине уçмалли уяв пулчӗ.
Ҫӗнӗ спорт зданийӗ Сабантуй-Акатуй территорийӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн лаптӑкӗ 100 тăваткал метра тӳрӗ килет. Здани ăшӗнче салтӑнмалли-тăхăнмалли, туалетсем, душ, тренер, йӗлтӗрсене сыхламалли тата ӗç кăтартассишӗн пӳлӗмсем вырăн илнӗ. Йӗлтӗр базине 100 мăшăр йӗлтӗрпе комплектланӑ, ҫул хывассишӗн хальхи юр çуни (снегоход) те пур.
Объекта Тутарстан Республикинчи хуласенче тата пурăнмалли пунктсенче универсаллӑ спорт лаптăкӗсем тумалли программăн шайӗнче тунă. Ҫак масштаблă проект Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов пулăшăвӗпе 2013 ҫултан пуҫласа пурнӑҫланать.
Йӗлтӗр базипе ҫуллахи вӑхӑтра усӑ курмалли майсем те пăхăннӑ. Малашне унта вӗренекенсемпе физкультура урокӗсем, ӑмӑртусемпе массӑллӑ стартсем ирттерессине, ГТО нормисене пама палӑртнӑ.
Ҫак спорт объекчӗ пулса тăнă ятпа Çӗпрел çыннисене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ тата районта активлӑ кану майӗсем тата та нумай пуласса шанăç пӗлтерчӗ. Объект строительствине илсе пынисене тав турӗ. Спорт объектне уҫнӑ май çак спорт тӗсӗпе активлă интересленекен тата пысăк кӑтартусем çӗнсе илнӗ спортсменсене парнесем пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев