«Мобильлӗ поликлиника» халӑх сывлӑхӗн хуралӗнче
Наци проекчӗ
Ҫӗпрелӗнче ятарлă оборудованиленӗ автомашинӑра, пациентсене Хусантан килнӗ врач-специалистсем йышăнаççӗ: кардиолог, офтальмолог, невролог, уролог. «Мобильлӗ поликлиника» Кӗçӗн Чăнлă, Аслă Аксу тата Кивӗ Кахăрлă ялӗсенче июлӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлет.
Иртнӗ çул çак проект шайӗнче республикӑн 24 районӗнче 26865 ҫын медицина тишкерӗвӗ иртнӗ. Çавсенчен 1324шӗ больницăсене кайнă. 12146 ҫынна иккӗмӗш хут тишкерӗнме хушнӑ.
Ильгизяр Хуснутдинов, районти тӗп больницăн врач-терапевчӗ:
– Ку проект ял халăхӗшӗн питӗ лайӑх. Мӗншӗн тесен, ял çынни вӗт ӗç тесе, хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тăрăшсах та каймасть, темелле. Питӗ сахалăшӗ, каласан кăна, больницӑна каять. Хусан врачӗсем хӑйсем яла килсен, тишкерӗнеççӗ. Вӗсен те чунӗсем лӑпкӑ, пирӗн те. Кӑҫал вара, коронавирус чирне асăрхаттарас тӗллевпе врачсем уйрӑмах сыхăлăхпа ӗҫлеççӗ. Врач патне курăнма килнӗ çынсен ӳт температурине виҫеҫҫӗ, организмри кислород шайне тишкереççӗ. Мобильлӗ поликлиникăн врач-специалисчӗсем консультативлӑ пулӑшу кирлӗ пулнă юлашки пациента йышăниччен ӗҫлӗç. Ӗҫ сехечӗсем: 8.00 – 16.00ччен.
Кивӗ тата Çӗнӗ Çӗпрел ялӗн халăхне «Мобильлӗ поликлиникăн» врач- специалисчӗсем Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче июнӗн 16 тата 17-мӗшӗсенче йышăнаççӗ. Çакăншăн малтан районти тӗп больницӑна килсе, 13-мӗш кабинетран мӗнпур кирлӗ хутсене илмелле.
Справка
«Мобильлӗ поликлиника» проект центр тулашӗнче вырнаҫнӑ тата пӗчӗккӗ ялсенче пурӑнакансене пулăшу кăтартать. Вӑл «Сывлӑх сыхлавӗ» тата «Демографи» наци проекчӗсен шайӗнче пурнӑҫланать. Çак проекта «Единая Россия» партийӗн Тутарстанри уйрӑмӗ сӗнчӗ, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ырларӗ. Пӗтӗмӗшле тӑватӑ мобильлӗ медицина комплексӗ туяннӑ. Вӗсем 2019 ҫулхи август уйӑхӗнчен пуҫласа ял халăхне пулăшу кăтартма пуҫларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев