Реклама
Хыпарсем
Мӗншӗн ачасем ҫыртаҫҫӗ?
Миляуша Алимоваран ачана воспитани парас енӗпе канашсем
Ир-и е каярах кашни ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисем ытти ачасене ҫыртнипе, е чӗпӗтме пуçланипе тӗл пулать. Психологсем каланӑ тӑрӑх, вăл ҫапла майпа чун-чӗринче мӗн пуррине кӑтартать.
Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ ача ывӑннине пӗлтермест. Ача садне çӳреме пуçласан, час-часах ачасен кăмăлӗ улшӑнать, вăл йӗрет, унти кун йӗрки ӑна ывӑнтарать тата вӑл ҫакна кама-тăр ҫыртса е чӗпӗтнипе палăртма тӑрӑшать.
Иккӗмӗшӗнчен, вӑл хӑйне тимлӗх партарас тесе ҫапла ӗҫлеме пултарать.
Тата пӗр сăлтав – ачан хутшăну хăнăхăвӗсене тивӗçлӗ шайра йӗркеленменни.
Ачан ҫавӑн пек йӑла пур иккен, ӑна пӗтерес, сӑлтавсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлемелле. Ачапа ытларах хутшӑнмалла, кампа выляни, кампа мӗншӗн выляманнине ӑнланма тӑрӑшмалла. Çавăн пекех ачана мухтама та манмалла мар, ҫыртнишӗн, е чӗпӗтнишӗн мар, мӗнле-тӗр ырă ӗçшӗн. Мухтани, ачана ырлани – унри шанăçа ӳстерет.
Çыртсан е чӗпӗтсен, вăл ачана ыраттарнине те ăнланма тивӗçлӗ. Çакна ăна аслисен каласа ăнлантармалла. Йӑпатмалла, ыттисене шеллеме вӗрентмелле. Чи пахи – ачапа çаксене кăшкăрса мар, лайӑхпа, кӑмӑллӑ, витӗмлӗ калаҫмалла. Пӗтӗмлетсе каласан, ашшӗ-амӑшӗсем ачапа калаçнă чухне хыттăн калаçни ырă тумасть.
«Ҫыртасси, чӗпӗтесси» пек этап урлă мӗнпур ачасем те темелле иртеççӗ, ҫакӑнтан хӑрамалла мар, анчах проблемӑна та тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть. Пурне те хăй вăхăтӗнче ача хӑйне мӗнле тытнине контроле илсе, çак тапхӑра ирттерме пулӑшмалла. Унсӑрӑн ачан коллективпа хутшӑннӑ чухне пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.
Миляуша Алимова, «Солнышко» ача сачӗн воспитателӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев