Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мӗнрен пуçланать Тăван çӗршыв?

«Мӗн-ши вăл Тăван çӗршыв, Аякра-ши, çывăх-ши? Аякра та, çывăх та — Каласа парам, тăхта...» (Петӗр Хусанкай).

Мӗнрен пуçланать Тăван çӗршыв? Кун çинчен çӗр çинче пурăнакан кашни çын хăйне евӗрлӗ калама пултарать. Тăван çӗршыв — кашни çыннăн хăйӗнчен пуçланать. Ку вăл — тăван кил, тăван атте-анне, тăван ял... Кӗçӗн тăван çӗршыв пӗтӗм çӗршываран, Раççейрен нимпе те уйрăлса тăмасть. Кӗçӗн тăван çӗршыв — вăл кашни çыншăн хăйне евӗрлӗ илемлӗ те илӗртӳллӗ, вăл пурнăçӗн пӗр пайӗ: ачалăхӗ, çамрăклăхӗ, камшăн-тăр ватлăхӗ те...

Владимир Аркадьевич Зинкинăн Кӗçӗн тăван çӗршывӗ Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗ. Володя Матак ялӗнче, çуркунне, çутçанталăк ешерме пуçланă вăхăтра, 1978 çулхи мартăн 29-мӗшӗнче çут тӗнчене килнӗ. Паллах, вăл çуралнăшăн ашшӗ-амăшӗ питӗ савăннă, Турра тав тунă, мӗншӗн тесен мӗн ӗлӗкрен çемьере ывăл ача çуралсан çемье пурнăçӗ ăнăçлă пуласса шаннă. Володя мӗн пӗчӗкрен ашшӗ-амăшне савăнтарса ӳснӗ, ачаллах ӗç патне туртăннă. Ваттисем калашле: «Пулас лаша тихаран паллă», тенӗ евӗр, Володя та хăй пӗлнӗ пек çемçерех тимӗрсенчен, йывăçран тӗрлӗрен теттесем ăсталама вӗренет. 

Матак вăтам шкулӗнче, 1985 çулта, вӗренме пуçласан та ăна пуринчен ытла ӳкерме тата тӗрлӗрен япаласем ăсталама килӗшнӗ. Уншăн Володяна вӗрентекенсем те хавхалантарса тăнă, ӗç урокěсенче унăн яланах «5» паллăсем пулнă. Володя 1995 çулта шкул пӗтерсен те ниçта та вӗренме каймасть, хăй тӗллӗнех платник, тимӗрсене шăратса çыпăçтармалли ӗçсене ӗçлеме хăнăхса çитет. Тăван колхоза ӗçе вырнаçать, тӗрлӗ ӗçсем ӗçлеме хăнăхать. Хăйӗнчен аслă çынсемпе пӗрле çуртсем те тунă çӗрте вăй хурать, хăйӗн ăсталăхне ӳстерсе пырать.

1996 çулта Володяна çара илнӗ. Вăл икӗ çул Алтай крайӗнче ракетчиксен ретӗнче службăра тăнă. Ăна унта ятарлă çарсен ретне илнӗ, вӗсене вара ракетчиксене сыхлама лартнă, çавăнпа та вӗсене ятарласа уйрăммăн вӗрентнӗ, йывăрлăхсене çӗнтерме хăнăхтарнă. Çакăн пек вӗренӳсенче парашютпа сиксе, хăйсен хушшинче 2-мӗш вырăн йышăннăшăн, ăна ятарлă медальпе наградланă. Ял ачи тăрăшса, чунне парса хӗсметре тăнă, ашшӗ-амăшӗн ятне яман. Салтакра Володя икӗ çул хушшинче лайăх енпе кăна палăрса тăнă, командирсем мӗн хушнине яланах вăхăтра та тӗплӗн пурăнăçланă...

1998 çулта, тăван яла таврăнсан, каллех хăй суйласа илнӗ ӗçпе ӗçлеме пуçланă. Володяна, алли-ури ылтăн пулнăран, пурте хăйсемпе пӗрле ӗçлеме чӗннӗ. Вăл яланах пур ӗçе те тӗплӗн, тирпейлӗ тума тăрăшнă. Çавна пула ăна ялта кăна мар, районти ытти ялсенче те пӗлме пуçланă. 

Салтакран таврăнни пилӗк çул çитсен, хăй валли укçа-тенкě пуçтарнă хыççăн, Володя Чăваш Ишлӗ ялӗн хӗрӗпе Оксанапа çемье çавăрать. Çӗнӗ мăшăрсем, малалла пурăнма ашшӗ-амăшӗ килӗнчен, уйрăм çурта куçаççӗ. Вӗсен пӗрин хыççăн тепри виçӗ ача çуралать: пӗр ывăлпа икӗ хӗр. 

Каярахпа, аван пурăннă çӗртен, вěсен çемйи усал çын сăмахӗсене пула, арканма пуçлать. Володя çемйине сыхласа хăварас тесе чунне парса, канмасăр ӗçлеме пуçлать. Инкек хыççăн инкек, Володя йывăр чирлесе ӳкет, вилес патнех çитет. Ăна малтан районти, каярахпа Хусанти больницăна сывалма хураççӗ. Çав вăхăтра çамрăк мăшăрӗ ачисене çавăтса Чӗмпӗр хулине тухса каять. Володя чӗрӗлес тесе Хусанти больницăра пěр çулталăк выртать. Хăй те вилетӗпех тесе шутлать, мӗншӗн тесен пӗр вӗçӗм ыратакан чир унăн пурăнас шухăшне те пӗтерсе хурать. Юрать-ха, врачсем пулăшнипе çамрăк организм чире çӗнтерет, Володя майӗпен сывалма пуçлать.

Хусантан таврăнсан çемьене каялла яла илсе килес тесе те шутлать, анчах та мăшăрӗ килӗшмест, çапла вара Володя çемьесӗр тăрса юлать. Мӗнле йывăр пулсан та, вăл чăтать, хăйӗн малашнехи пурнăçне ӗçпе çыхăнтарать. Володя ялти çынсене нумай пулăшать: кама-тăр пӳрт, мунча, аслăк туса парать. Вăл урăх çемье те çавăрма шутламасть, пӗчченех пурăнать, ашшӗ-амăш çуртне юсаса çěнетет. Тăван акăшӗсемпе йăмăкӗсене лайăх пултăр тесе тăрăшать...

Володян малашне веçех лайăх пулмалла пек ӗнтӗ (хальхи пурнăç та аван, пурте пур). Çук вӗт, каллех пурнăçра пăтăрмах сиксе тухать. 2022 çулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче, 44 çула çитсен, уйрăм мобилизаципе ăна Украинăра пуçланнă ятарлă çар операцине илсе каяççӗ. Салтакра ятарлă çар ретӗнче службăра тăнине кура, ăна чи малти хӗрӳ çапăçусем пыракан ретре тăшмана хирӗç çапăçма тӳр килет. Çак хӗрӳ позицирен пěр тухмасăр эрни-эрнипе хаяр тăшманпа хире-хирӗç тăрса нумай ялсене, хуласене ирсӗрле тăшмансенчен тасатма тивет. 

Володя тăван яла кӗске канăва килсен те яланах хăйпе пӗрле службăра тăракан салтаксемшěн пăшăрханатчӗ, май пур чухне вӗсемпе телефонпа калаçатчӗ. Хăй валли те службăра кирлӗ япаласене (бронежилет, каска, салтак формисене) хăй укçипе илсе каятчӗ. «Эпир тăшмансене пурпӗрех çӗнтеретпӗр!

Çěнтерӳ пирӗн пулать!» тетчě паттăр салтак. Хăюлăхне, паттăрлăхне манас марччӗ. Владимир Зинкин çапăçура яланах малти ретре пулнине кура, унăн хастарлăхне, паттăрлăхне тивӗçлӗ шая хурса çар командованийě темиçе хутчен те ăна награда пама хут çырнă, анчах та вӗсенчен пӗри те Володя тăракан çар чаçне çитмен. Паллах, вăл çак вăрçа наградăшăн кайман, Тăван çӗршыва, хăйӗн тăванӗсене ирсӗр тăшмансем ан пусмăрлаччӗр тесе аллине пăшал тытнă. Чăнах та, ун кăкăрне пӗр медаль илемлетчӗ, вăл — «СВОна хутшăннăшăн» медаль. Тен, каярах унăн наградисем яла таврăнӗç. Анчах та Владимир Аркадьевич Зинкин кăçалхи апрелӗн 9-мӗшӗнче паттăрла çапăçса пуçне хучě. Пӗлетпӗр — вăл чăн-чăн герой! Герой хальхи саманара, Герой ялти ахаль ӗçчен çын! Унăн хăюлăхӗпе паттăрлăхне пирӗн манас марччě, ăруран ăрăва парса пырасчě...

Мӗнрен пуçланать Тăван çěршыв? Тӗрӗс хуравӗ пур: Тăван çӗршыв шăпах Владимир Аркадьевич Зинкин пек çынсенчен пуçланать. Шăпах Володя пек çынсем çěр çинче нумайрах кирлӗ: тӳрӗ кăмăллă, хăюллă, ăнманлăх çук, çынсене ăмсанмасть, вăрлакансене тата хăйшӗн кăна тăрăшакансене юратмасть. 
Канлӗ çывăр Владимир Аркадьевич...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев