Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçи» текен професси пур

Мӗнпур каччăсемпе арçынсене уявпа саламлатпăр!

Тӑван çӗршыва юратасси ҫемьерен, тӑван никӗсрен, пӗлӳпе воспитани илекен шкултан пуҫланать.

Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре вӗреннӗ Илья Ильин «Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçи» профессие суйласа илет. Хальхи вӑхӑтра вӑл Новосибирск хулинче вырнаҫнӑ ҫар училищинче вӗренет.
Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Илья ачаранпах ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсене ăмсаннă, вӗсен профессийӗпе интересленнӗ.

— 10-11-мӗш классенче вӗреннӗ чухнех вӑл, ҫар ҫынни пулатӑп, текен тӗллев хучӗ хăй умне. Эпир вара, пӗр енчен эпир хамӑр ывӑл ҫавӑн пек пулнӑшӑн савӑнтӑмӑр, апла пулсан, ӑна эпир тӗрӗс пӑхса ӳстертӗмӗр, — тет Ильян амăшӗ Ирина Николаевна.

Илья шкулта чухнех хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама тӗплӗн хатӗрленет. Лайӑх вӗренет, лицее пурӗ те лайăх паллăсемпе кăна — ылтӑн медальпе пӗтерет. 

Ҫар çынни пуласси — ӳт-пӳ, сывлăх енчен те пысӑк хатӗрлӗхлӗ пулма ыйтнине ӑнланса, мӗнпур спорт тӗсӗсенче хутшăнать. Предметсен енӗпе олимпиадӑсенче те вăл сахал мар ăнăçусем çӗнсе илет.

Ҫар училищинче вӗренни вара хӑвна тата та çирӗпрех пулма, йӗркене тата дисциплинӑна хӑнӑхма ыйтать. 
— Ывӑлăмăра вӗрен-текенсенчен те ӗнте эпир ырӑ сӑмахсем ҫеҫ илтетпӗр. Канма таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, телефонпа калаҫса тăратпӑр, — тет Ирина Ильина.

«Офицерсем» фильма нумайӑшӗ курнă пулӗ ӗнтӗ. «Ҫавӑн пек професси пур — Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси!», теҫҫӗ. Çак профессие вара, чӑн-чӑн каччăсем кăна суйласа илеҫҫӗ. Ҫак профессие халӑхăн, ҫӗршывăн кун-ҫулӗшӗн яваплӑ пулма пӗлекен ҫынсем ҫеҫ суйласа илеҫҫӗ! Илья Ильин пек Ҫӗпрел каччисем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев