Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Мини-футболла вылярӗҫ

«Алтын» спорт комплексӗнче Марат Салахова тата Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ мини-футбол енӗпе районăн уҫӑ турнирӗ иртрӗ.

Турнира уçнă май, хутшӑнакансене Ҫӗпрел районӗн Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ. 

Салаховсен ҫемйи ятӗнчен турнира йӗркелекенсене тата мӗнпур хутшӑнакансене Марат Салаховăн хӗрӗ Алсу тав сӑмахӗ пӗлтерчӗ.

Командӑсем икӗ ушкӑна пайланса вылярӗç. Пӗтӗмлетӳсемпе 3-мӗш вырӑна «Чӑваш Ҫӗпрел» команди йышӑнчӗ, 2 вырӑна «Кивӗ Ҫӗпрел» çӗнсе илчӗ, абсолютлӑ ҫӗнтерӳçӗ вара «Çӗнӗ Йӗлмел» команди пулса тӑчӗ.

Турнирӑн чи лайӑх вӑйçисене те палăртса иртрӗç: чи лайӑх тапӑнакан — Борис Альмяшкин (Чӑваш Ҫӗпрел), чи лайӑх вратарь — Алексей Николаев (Çӗнӗ Йӗлмел), чи лайăх хӳтӗлекен Ильназ Салахов — (Кивӗ Ҫӗпрел) пулса тăчӗç.

Ӑмӑрту шайӗнче «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» комплексăн нормативӗсене пурнӑҫлама мобильлӗ площадка та йӗркеленӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев