Мини-футбол енӗпе район чемпионачӗ вӗҫленчӗ
Сывă пурнăç йӗрки
Чемпионата Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул ҫитнине уявланӑ май ирттерчӗç. Вӑйӑсем вӑхӑтӗнче ГТО мобильлӗ площадка йӗркеленӗччӗ.
Организацисемпе предприятисен хушшинче мини-футбол чемпионачӗ кӑҫалхи август уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланнӑччӗ. Мини-футбол енӗпе чи лайӑх командӑшӑн 7 команда тупӑшрӗ.
Иккӗмӗш ҫурма финалта вӑйӑсем администраципе уйрӑм предпринимательсен командисем (вӑйӑ 0:2 шутпа, уйрӑм предпринимательсен команди çӗнтернипе вӗҫленчӗ) тата çутӗç пайӗнпе спорт шкулӗн командисем хушшинче иртрӗҫ (0:0, пенальти енӗпе спорт шкулӗ ҫӗнтерчӗ).
Финал вӑййисенче вара администраципе вӗрентӳ пайӗн командисем, уйрăм предпринимательсен тата спорт шкулӗсен командисем тупӑшрӗҫ.
Вӑйӑсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе 3-мӗш вырӑна çутӗç пайӗн команди, 2-мӗш вырӑна уйрӑм предпринимательсен команди, 1-мӗш вырӑна спорт шкулӗн команди çӗнсе илчӗ.
«Чи лайӑх бомбардир» – Евгений Яковлев, «Чи лайӑх тапӑнакан» – Николай Паймушкин, «Чи лайӑх хапхаҫӑ» – Имиль Халимов, «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» – Юрий Михайлов пулчӗç.
Хутшӑнакансене, болельщиксене, призерсемпе ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн пуҫлӑхӗ Руслан Вильданов саламларӗç.
Призер-командӑсене пурне те грамотӑсемпе парнесем пачӗç, ҫӗнтерӳҫӗ команда вара куҫса ҫӳрекен чемпионат Кубокне те тивӗçлӗ пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев