Мини-футбол чемпионачӗ
Çӗпрел — спорт
«Алтын» спорт комплексӗнче мини-футбол енӗпе район чемпионачӗн финал вӑййисем иртрӗҫ. Чемпионат август уйӑхӗнче пуҫланнӑччӗ.
Финал вӑййисем вӗҫленсен парнелемелли мероприяти пулчӗ. Мероприятие хутшӑнакансене, болельщиксене, призерсене пурне те районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн ертӳçи Руслан Вильданов саламларӗҫ.
Айрат Фиркатович спортӑн ҫак тӗсне районта сарнӑшӑн, илемлӗ вӑйӑшӑн мӗнпур командӑна та тав турӗ.
Мини-футбол енӗпе Ҫӗпрел районӗн чемпионачӗн чи лайӑх выляканӗсем: Дмитрий Михайлов — «Чи лайӑх тапăнакан», Никита Мадуров — «Чи лайӑх ассистент», Нияз Валиуллин — «Чи лайӑх вӑйӑҫ», Эмиль Валиуллин — «Чи лайӑх тапӑнакан», Владимир Жирнов — «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Айзиль Аюпов — «Чи лайӑх хапхаҫӑ» пулса палăрчӗç.
Командӑсенчи «Чи лайӑх вылякансем» ята Ильназ Салахов («Интернационал» команда), Станислав Кузнецов («Уби-Батыр» команди), Александр Явкин («Çӗпрел» команди), Николай Паймушкин («Чеботаевка» команди); Дмитрий Чугунов («Городище» команди); Алексей Николаев («Аксу» команди) тивӗçлӗ пулчӗҫ.
3-мӗш вырӑна «Çӗпрел» команди (Чӑваш Ҫӗпрел ялӗ), 2-мӗш вырӑна «Уби Батыр» (Уби ялӗ), 1-мӗш вырӑна «Интернационал» (Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ) йышӑнчӗҫ.
Призер-командӑсене пурне те грамотӑсем, кубоксем, «Интернационал» командӑна вара Ҫӗпрел районӗн мини-футбол Кубокне (2025 ҫулхи сезон) пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев