Милана автолюлькăллă пулчӗ
Хыпарсем

Милана автолюлькăллă пулчӗ

Автоинспекторсем Кудрявцевсене автолюлька парнелерӗç

Улттăмӗш Глобаллă хӑрушсӑрлӑх эрнин, «Тимлӗх, ачасем» профилактика мероприятисен тата «Ача – тӗп пассажир!» акци шайӗнче патшалӑх автоинспекторӗсем Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан, 3 ача пăхса ӳстерекен Кудрявцевсен çемйине автолюлька парнелерӗç.

Парнене «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» Пăва уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова тата Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД управленийӗн тӗп патшалăх инспекторӗ, полици капитанӗ Дамир Даутов пачӗç, ҫамрӑк ҫемьене ырлăх-сывлӑх сунчӗç.

– Пӗчӗк пассажиршăн çул çинче чи ăнăçлă сыхланмалли мера ăна автомашина ларкăчӗ çине çирӗплетнӗ кресло çине лартасси. Сирӗн тӗслӗхре вăл – автолюлька, –  терӗ Лилия Вахитова, парнене панă вăхăтра.

– Пирӗн ҫемьере виҫӗ ача воспитани илет, Даниилпа Макар  3 ҫулта, Милана вара хальлӗхе пӗр уйӑхра кăна-ха. Ывӑлсен ӗнтӗ автокреслисем пурччӗ. Халӗ манӑн хӗрӗн те хӑйӗн автолюлька пулчӗ. Эпир çакăн пек тимлӗхшӗн тата парнешӗн питӗ савӑнатпăр. Районти авто-инспекторсене тата Лилия Вахитована уйрӑмах тав тӑвас килет, вӗсене ӗҫӗсенче ҫитӗнӳсем сунатпӑр, – терӗҫ Иринӑпа Александр Кудрявцевсем.

Мероприяти вăхăтӗнче çемьене ҫул-йӗр юхăмӗн правилисем, хăрушсăрлăх енӗпе справочниксем пачӗç. Мӑнукӗсен тата ачисен савӑнăçне пайлама Миланӑн, Даниилпа Макарăн аслашшӗпе асламӑшӗ, кукашшӗпе кукамăшӗ те килнӗччӗ.


Нет комментариев