Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мӑянпа вӗлтӗрен — ачалăхăн апачӗ

Чăваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан 12 ача ашшӗ Николай Храмов 90 ҫул тултарчӗ

Николай Храмов ашшӗсӗр ӳснӗ. Вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑр унӑн характерне çирӗп пиҫӗхтернӗ. 

«Аттене фронта илмерӗҫ. Анчах вӑл хӑй ирӗкӗпе кайрӗ те каялла таврӑнмарӗ...», — тесе каласа парать ялăн аслă çулсенчи çынни. Николай хирте ҫуралнӑ. 

«Хуняма хирте, ӗҫне пăрахмасăр, Николая çуратать тата мӗн пуррипе, тутӑрпа чӗркет. Тепӗр кунне ачине йӑтса каллех ӗҫе тухать», — тет унăн мăшăрӗ. 

Николай Ильич пӗтӗм пурнӑҫне тӑван ҫӗре халалланӑ, колхозра комбайнер пулса ӗҫленӗ. 1959 ҫулта хăйӗн савнă хӗрӗпе Нина Ивановнапа çемье çавăрать.

Вуникӗ ача: икӗ ывӑл тата вунӑ хӗр — вӗсен юрату ҫимӗҫӗ. Вӗсем пӗрле пурӑнма пуçланине те ҫиччӗмӗш теçетке — 66 ҫул!

Хӗрӗсенчен пӗри, Мускавра вӗреннӗ чухне хӑйӗн телейне океан леш енчи каччăра тупать, Америка гражданинӗпе семье çавăрать, паянхи кунчченех унта пурӑнать. Ашшӗпе амӑшӗ вӗсем патӗнче икӗ хутчен хӑнара пулнӑ. 

Уйрӑмах паллă кунсенче юбиляр мӑнаçлăн ковбой шлепкине тӑхӑнать — ку вăл кӗрӗвӗн парни. Ачисем ӑна час-часах шӳтлесе, унпа пӗр евӗрлӗ пулнăран, «Буденный» тесе чӗнеççӗ.

Николай Ильич хурт-хӑмӑр ӑсти те. Юлашки ҫулсенче ҫеҫ пыл хурчӗсемпе сывпуллашнă. Анчах кил-ҫурт таврашӗнчи вак-тӗвек ӗҫсене вӑл хӑй тӗллӗнех тăвать.

Юбилярăн вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулнин вăрттăнлăхӗ те ансат — вӑл килти условисенче хатӗрленӗ апата ҫиет, выҫлӑхран ҫӑлса хӑварнӑ мăянпа вӗлтӗренрен халӗ те пулсан уйрăлмасть. Пӗтӗмлетсе каласан, ҫутҫанталӑк ырлӑхӗсемпе усӑ курма кӑмӑллать. 

Мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем те уншăн пысӑк савӑнӑҫ. Вӗсем вара вӑтӑртан ытла! Пӗтӗм ҫемье пӗрле пухӑнсан, аллӑ ҫын ытла пулаҫҫӗ! Унӑн мăшăрӗ те ӑна юратса: «Вӑл питӗ тӗлӗнмелле ҫын!» — тесе мухтаса кăна тăрать.

Юбиляра саламлама район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров килнӗччӗ. Вӗсем Николай Ильича ҫирӗп сывлӑх, вăрăм ӗмӗр сунчӗҫ, парнесем пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев