Вӑл ачасене чун-чӗрине парать
Тамара Алексеевна Еремеева 40 ҫул ӗнтӗ пӗр ӗҫре ӗҫлет. ку унӑн чун туртăмӗ – вӑл чи яваплӑ ӗҫ, урӑхла каласан, ачана йӗркеленсе личность пулма пулӑшни.
Вӑл 1960 ҫулта Чăваш Паснапуç ялӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӗсем 5 пӗртӑван (3 хӗрача тата 2 арçын ача) ӳссе çитӗннӗ, шӑпах ҫемьере туслӑх туйӑмӗ ҫуралнӑ, пӗрремӗш ӗҫ воспитанийӗ илнӗ.
Вӑтам шкул хыҫҫӑн вӑл вӗрентекен профессине суйласа илет. Теччӗри педагогика училищинчен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнă хыççăн, направленипе, Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулне пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулма яраççӗ. Унтанпа 40 ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Çак çулсен хушшинче çак ялăн каччине Володя Еремеева качча тухать, туслă та килӗшӳллӗ çемье йӗркеленет. Çемьере, вӗсен юрату ҫимӗҫӗсем пулса, 3 ывӑлпа 3 хӗр çут тӗнчене килеççӗ. Ачисене те вӗсем тӗплӗ воспитани параççӗ. Ачисенчен хӗрӗ – Лена, Теччӗри педагогика училищине тата Чӑваш патшалӑх университетне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ, Германире пурӑнать, нимӗҫ чӗлхине вӗренет. Иккӗмӗшӗ – Андрей, университетӑн юридически факультетне пӗтернӗ, Ульяновск хулинче пурӑнать. Николай вара – строитель профессине суйласа илсе, Мускаври стройкӑра мастер пулса ӗҫлет. Анна – Теччӗ хулинче физкультура вӗрентекенӗн профессине алла илнӗ, хальхи вӑхӑтра Ульяновск хулинче пурăнать. Алексей районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче техник-механик специальноçне алла илнӗ, Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнать. Кӗҫӗн хӗрӗ Ольга – Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çуртӗнче илемлӗх ертӳҫи.
6 ача пӑхса ӳстернӗшӗн Тамара Алексеевна патшалӑх парнине – «Амӑш мухтавӗ» медале тивӗҫнӗ. 8 мӑнукӗ вара, унăн куç тулли савăнăçӗ.
Ӗçрен пушаннă вӑхӑтра чечексем ӳстерме кăмăллать, кӑмпа, ҫырла пуçтарать, хӗл валли хатӗрлет. Тӗрӗ тӗрлессипе, алмаз мозаикипе тата тӗрлӗ тӗслӗ сăрăсемпе ӳкерчӗксем тăвассипе интересленет, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене çаксене вӗрентет. Вӗсен алă ӗçӗсене районти тӗрлӗ куравсенче пӗрре мар курма пулнă. Ҫакна та палӑртмалла: вӑл ачасене сӑвӑ, калав ҫырас ăсталăха та вӗрентет, унӑн вӗренекенӗсен ӗҫӗсене «Тăван ен» хаҫат страницисенче пӗрре мар пичетлесе кӑларнă. Вăл, çаплах юрă юрлама та ăста, хӑйӗн вӗренекенӗсене вырӑс тата чӑваш халӑх юррисене юрлама вӗрентет. Кӑҫал вӑл пуҫламӑш классен 10-мӗш кӑларӑмне вӗрентсе кăларать. Вӗренсе тухакансем кашни 4 ҫултан Тамара Алексеевнӑна тӗлпулӑва чӗнеҫҫӗ, асӑнмалӑх парнесем е сувенирсем парнелеҫҫӗ.
Шкул директорӗн вӗренӳпе воспитани ӗҫӗн çумӗ Татьяна Карсакова та Тамара Алексеевна пысӑк квалификациллӗ преподаватель пулнине, хӑйӗн ӗҫӗ ҫине яваплӑн пӑхнине, хӑй тата вӗренекенсен тӗлӗшпе çирӗп требованиллӗ пулнине палӑртрӗ. Вӑл час-часах кустри тата район шайӗнчи тӗрлӗ конкурссенче хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл пуҫламӑш классенче вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, наставник пулнă май, ӗҫтешӗсене вӗрентӳпе воспитани процесӗнче хӑйӗн опычӗпе пӗлӗвне парать.
Нумай çул тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, вӗрентӳпе воспитани процесӗнче ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет аталанӑвне йӗркелес тата лайӑхлатас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, кӗҫӗн классенчи шкул ачисене воспитани парас ӗҫре хăйӗнчен пысăк пай кӗртнӗшӗн Тамара Алексеевна Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗн дирекцийӗн, ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн, районти çутӗç пайӗн, çавӑн пекех, Тутарстан Республикинчи çутӗç тата наука министерствин Хисеп грамотисене, тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ.
Хӗрарăмсен илемлӗ уявӗ умӗн ӑна çирӗп сывлӑх, пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫемьере телей, вӑрӑм ӗмӗр тата тӑнӑҫлӑх сунатӑп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев