Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Медицина ӗҫченӗсене чысларӗç

Сывлӑх хуралĕнче ĕҫлекенсен кунне ҫулсеренех июнь уйӑхĕн виҫҫĕмĕш канмалли кунĕнче уявлаҫҫĕ. Професси уявӗ ячӗпе районти Культура çуртӗнче чаплӑ мероприяти иртрӗ

Медицина ӗçченӗсене                      саламласа тата тав туса район пуҫлӑхӗ   Марат Гафаров, районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи  Данис Сатдинов, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов тата ытти нумай организацисен ертӳçисемпе представителӗсем тухса калаçрӗç.

Вӗсем шурӑ халат медицина ӗҫченӗсем – обществӑн чи ыркăмăллă, хӗрхенӳллӗ представителӗсем пулнине, вӗсен ӗҫӗ пӗтӗмпех этем пурнӑҫне ҫӑлас тӗллевпе пынине палăртрӗç.

Медицина ӗҫченӗсене, уйрăмах юлашки ҫулсенче районта, республикăра тата пӗтӗм ҫӗршывӗпе коронавируспа тӗл пулма тивнӗ кӑткӑс тапхӑрта ӗҫленӗшӗн тав турӗç. Çакна та каласа хăварас пулать, этемлӗхе, медицина ӗҫченӗсене йывӑр тӗрӗслевсем витӗр тухма тиврӗ, терӗç.

– Сывлӑх хуралӗнче тăракансем – çынсене ҫуралнӑ кунран пуҫласа  мӗн виличченех, ӗмӗр тăршшӗпе вӗсен çумӗнче юнашар пулакан професси хуçисем. Ҫавӑнпа та Медицина ӗҫченӗсен кунӗ – пӗтӗм халӑх уявӗ.

Районта хӑйсен пурнӑҫне медицинӑна халалланӑ тӳрӗ кăмăллă, чыслă ҫынсем ӗҫлерӗç тата ӗҫӗсене малалла тăсаççӗ. Сирӗнтен кашниех этемлӗх пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн пысӑк тӳпе хывать. Сирӗншӗн канмалли кунсем те, уявсем те çук, кашни кун, кашни сехетре районăн çыннисен пурнӑҫӗпе сывлӑхне сыхласа хӑварас тесе эсир ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшатӑр. Пурсăра та ӗҫӗршӗн тав тăватăп, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Айрат Фарраховăн медицина ӗҫченӗсене саламлса çырнă телеграммине вуласа пачӗ, сывлӑх сыхлав министрӗн Марат Садыковăн тав тата саламлӑ сӑмахсене пӗлтерчӗ, хăй ятӗнчен коллектива сывлӑх, ҫемье телейӗ, ырлӑх сунчӗ.

Мероприятире сывлăх сыхлав учрежденийӗн ӗçченӗсене грамотăсем, чечексем паячӗç.

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан çутӗç тата ӗҫ ветеранӗ Гузалия Сагдиева, медицина ӗҫченӗсене уяв ячӗпе саламларӗ, мӗнпур пациентсен ятӗнчен тав туса, врачсемпе медицина сестрисем ҫине пысӑк яваплӑх тиеннине палӑртрӗ. Вӑл нумай ҫул хушши сахӑр диабечӗпе чирлекен мăшăрӗ Филорит тата хӑй те час-часах медицина  учрежденийӗнче сипленни ҫинчен калаçрӗ, врачсен, медицина сестрисен пулăшăвне  пула паян ачисемпе мӑнукӗсен хисеплӗ аслашшӗ-асламăшӗ, кукашшӗ-кукамăшӗ пулса пурӑнни ҫинчен каларӗ.

 

– Эпир час-часах тухтӑрсенчен пулӑшу, канаш ыйтатпӑр.  Эсир –   ҫынсене пурăнма шанӑҫ, ӗмӗт паратăр, вӗсемпе хӗрхенӳллӗ пулатăр, кунӗн-ҫӗрӗн вӗсен пурнӑҫӗсене тăсассишӗн тӑрӑшатӑр. Эсир пурте чи пысӑк парнесене тивӗҫлӗ. Сире сывлӑх, ӗҫӗрте ăнăçусем сунатӑп, хисепе туйса пурăнăр, – терӗ вӑл.

Медицина ӗҫченӗн кунне халалланӑ уяв ӑшӑ атмосферӑра, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа иртрӗ.  Сцена ҫинче медицина ӗҫченӗсене халалланӑ юрӑсем, тав сӑмахӗсем янӑрарӗҫ.

 

Ӗçӗсене  хисеплесе

Нумай çул тата тухăçлă ӗçленӗшӗн «Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллăпа поликлиника заведующине Надир Хабибуллович Тагирова чысларӗç.

*        *      *

Чыслă ӗçӗсемшӗн Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисене: врач-педиатр Гульназ Сагдиева, Çӗнӗ Ишлӗри ФАП заведующийӗ Ирина Калмыкова, Кивӗ Ишлӗри ФАП заведующийӗ Айгуль Исхакова, врач-травматолог-ортопед Сингх Раджеш Кумар тивӗçрӗç.

*        *      *

Хирурги уйрӑмӗн аслӑ медицина сестрине Ираида Калашникована, ультрасасӑ диагностикин кабинечӗн медицина сестрине Фания Каримована, терапевт уйрӑмӗн медицина сестрине Лилия Залялована район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсемпе парнелерӗç.

*        *      *

Районти сывлăх сыхлав тытăмне аталантарнă çӗрте тивӗçлӗ пай кӗртнӗшӗн Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе  90 ҫул çитнӗ ятпа юбилей медальне тӗп врач Ильмас Шигабутдинов, ача çуратмалли уйрăмăн заведующийӗ, акушер-гинеколог Светлана Тяхина, больницăн тӗп бухгалтерӗ Джамиля Ракипова тивӗçлӗ пулчӗç.

*        *      *

Ҫӗпрел районӗн сывлăх сыхлав учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме спонсор пулӑшӑвӗ панӑшӑн «Цильна» обществӑн директорне Барис Гафурова, «Махмутов» хресчен-фермер хуçалăхӗн пуçлăхне Ильмир Махмутова Тав ҫырӑвӗсене пачӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев