Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Маттур ҫемье – ял илемӗ

Пурнӑҫра пӗр-пӗрне тӳрӗ килнӗ çынсене час-часах «Витрине кура хупăлчи» тесе калаççӗ. Ҫак каларăшăн маллалли те пур – «Телейӗн çакă пулӗ уççи»...

Ку хутӗнче сӑмах пур ӗҫре те тӗслӗхлӗ, наци чунлă, тӗн йăли-йӗркине тытса пыракан телейлӗ мӑшӑр Земфирӑпа Рустам Фаткуллинсем ҫинчен пырӗ. Вӗсем пурнӑҫ пӗлтерӗшне пӗлеҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫне хаклаҫҫӗ, таврари ҫынсемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пур çӗрте те хастар, тулли телейлӗ.

Вӗсем пӗр-пӗрне ҫуралнӑранпах пӗлеҫҫӗ, тенӗ пекех. Пӗр ялта ҫуралса ӳсеççӗ, пӗр сукмакпа шкула ҫӳреççӗ, пирвайхи юратӑвӗ те çак Кивӗ Кахӑрлă ялӗнче пуҫланать. Мӗн ачаранпах ӗҫчен, шухӑшласа ӗç тăвакан, пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме ăнтăлакан Рустам 20 ҫул тултарсан, пулас мăшăрне 19 ҫулти Земфирӑна вӑрласа таврăнать. Ашшӗ-амăшӗ вара тӳрех никах вуласа, туй туса ирттереççӗ. Ку 1996 ҫул пулать.

– Эпир паян питӗ телейлӗ. Манпа юнашар – сӑмах тытма пӗлекен, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерекен «ылтӑн алӑллă» мăшăрăм. Тав Турра, манӑн  тата юратнӑ ӗҫӗм пур, ҫав ӗҫе эпӗ кашни ир хавасланса тухса утатăп, – тет Земфира. – Икӗ ывӑл ҫитӗнтеретпӗр. Аслӑ ывӑлăмăр, тӑван ялта тӗпленсе юлчӗ, ӗҫлет. Иккӗмӗшӗ 9 класс пӗтерет. Иккӗшӗ те тутарла кӗрешӗве питӗ юратаҫҫӗ, ӑмӑртусенче призлă вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Коран кӗнекинче «Ачасем – тӗнче илемӗ, пуянлӑхӗ» тесе çырнă. Кашни ашшӗ-амăшӗн тӗллевӗ – ҫак «илемлӗх, пуянлăх» пулнă ачасене пӗлӳллӗ, ӑс-хакӑл тата мораль енчен пахалăхлă, тӗн тӗлӗшӗнчен воспитани парса ӳстересси. Мана вара хамӑн ачасене ҫеҫ мар, шкулта вӗренекенсене воспитани парас тивӗç те парăннă, – тет вӗрентекен.

Рустам вара ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ. Чӑнах та, ҫак ҫӗнӗ ӗҫре вӑл икӗ ҫула яхӑн ҫеҫ ӗҫлет-ха. Унччен вӑл ялăн культурине, искусствине, йӑли-йӗркисене, ял историне палăртас, ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗрки тӗлӗшпе воспитани парас енӗпе нумай вăй хурать – ялти Культура çурчӗн директорӗ пулнӑ. Халӗ вара вăл икӗ ялăн (Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн йышне Тутар Тӗкки ялӗ те кӗрет) экономика аталанӑвне, кулленхи йӑлине тата пурнӑҫне тивӗҫтерес тесе тăрăшать. Ӗçӗ нумай ял тăрăхӗн пуçлăхӗн. Халӗ вара ялта 210 гектар ҫӗре регистрацилесе, унта 100 тӗслӗ йывӑҫ-тӗм лартасшӑн, вӑрман ҫитӗнтересшӗн. Хунавсене сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулакан, ытларахăшне лӑсӑллӑ йывăçлисене суйласа илнӗ. «Ял ҫыннисемшӗн ку вырӑн канмалли, уҫӑ сывлӑшпа сывласа,  чуна уçăлтаракан вырăн пулӗ», – тет ертӳçӗ.

Ҫемье мӗн тери тӑрӑшнине пӗлме унӑн кил-ҫуртне пӑхса илни те ҫителӗклӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Рустам ку тӗлӗшпе ваттисен сӑмахӗсене тӗслӗхе илсе: «Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑп тесе ӗçле, ыран вилетӗп тесе ырă ӗç ту!» –  тенӗ. – Пирӗн тата ӗҫлемелле те, ӗçлемелле – ывӑлсене авлантармалла, вӗсем валли ҫуртсем лартмалла, мӗн пуррине ҫӗнетмелле».

Çемьен хӑйӗн «хоббийӗ» те пур. Вӗсен темиҫе тӗрлӗ кӑвакарчӑн, ӑратлӑ кайӑк-кӗшӗк, йытти те пур. Кусем вӗт тата нумай выльăх усранисӗр пуçне! «Рустам ҫавăн пек юратать, интересленӗвӗ çакă, – тет Земфира.  – Ача чухнех хиртен тилӗ ҫурине илсе килсе ӳстернӗ, çак ăратлă йӑхри йытӑ та эпир çавăн пек пулнине пӗлнӗ пулӗ, килсе ерчӗ те, пирӗн патӑрта пурӑнма юлчӗ.  Кӑвакарчӑнсем те питӗ ӑслӑ. Вӗсенчен пӗри – почтальон», – тесе каласа пачӗ пире кил хуҫи арӑмӗ, ятарласа тунӑ вольерта кайӑк-кӗшӗк хӑйне лайӑх туйнине кăтартса.

Кил хуҫи сăмаварсем те пуҫтарать, вӗсене юсать. Вӑл кирек ӑҫта кайсан та сӑмавар илсе килме тӑрӑшать иккен. Коллекцийӗнче çак тӗпелти  хатӗр 80а яхӑн пулса кайнă, тата ытларах тăвасшăн.

Фаткуллинсен ҫемйин тата тепӗр паллӑ ӗҫӗ – вӗсем республика шайӗнче ирттерекен: «Нечкабиль», «Çулталӑк хӗрарӑмӗ, çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» çемье конкурсӗсенче темиҫе ҫул хушши хутшӑнаҫҫӗ, çӗнтереççӗ. Кăçал вара «Гаилә тарихында гасырлар кайтавазы –Тарихта без эзлебез» («Эхо веков в истории семьи - наш поиск в истории») фестивальте Çӗпрел районӗн чысне хӳтӗлерӗç. «Пултарулӑх вӑйӗпе пулӑшӑвне эпир аслӑ ӑруран: атте-аннесенчен, тӑвансенчен илетпӗр»,  – теҫҫӗ.

Фаткуллинсем паянхи кунчченех тӗп ҫуртпа юнашар, икӗ енӗн ашшӗ-амӑшне хисеплесе пурӑнаҫҫӗ.

Фаткуллинсем пӗр-пӗриншӗн тӗрек, пӗр-пӗрне юратакан мăшăр, икӗ ывӑлӗшӗн тӑрӑшакан ашшӗпе амăшӗ,  ашшӗсемпе амӑшӗсемшӗн тирпейлӗ кинпе кӗрӳ, кӳршисемшӗн, тӑванӗсемшӗн, тусӗсемшӗн, ял ҫыннисемшӗн тӑрӑшакан, пулăшакан ҫемье пулса 26 çул пӗрле пурăнаççӗ. Çулӗсем тата та çавăн пек шутсăр пулччăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев