Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Матак ялӗн танкисчӗсем

В. П. Мердеев, ветеран-танкист

Пирĕн вăхăтра кашни ҫамрăк арҫын ача вунсакăр ҫул тултарсан салтака кайнă. Салтака кайман ачана никам та сума суман, чăн-чăн арҫын тесе те шутламан. Çавăнпа та ҫара юрăхлă арҫын ачасем пĕри те, салтака каймасăр пăрăнса юлман, пурте «паттăрлăх» шкулне чăтса ирттернĕ. 

Паллах, салтакра кам та кам службăра тăрса курнă, вăл ҫар ăрăвĕ тĕрлĕрен пулнине аван пĕлет. Салтакра кам-тăр авиацире е тинĕсре, артиллерист е мотострелок, сапер е пограничик, связист е ракетчик, десантник е танкист пулса служит тăвать. Вĕсем пурте хăйсен тивĕҫĕсене пĕлсе пурнăҫлаҫҫĕ, кашни ҫар тĕсĕнчи салтакăн пĕр тĕллев — Тăван ҫĕршыва, тăван халăха сыхласси. 

Хальхи вăхăтра пирĕн ҫар ăрăвне сумлă е сумлă мар тесе уйăрма кирлĕ мар. Пурте вĕсем Тăван ҫĕршыва сыхлама вĕренеҫҫĕ, яланах хатĕр тăраҫҫĕ. Сăмахран, танкистсен службине илсен, вĕсем десантниксем хыҫҫăн пыраҫҫĕ. Çапах та, танкист пулма ҫăмăл мар — вăл питĕ йывăр службăсенчен пĕри. Танк ҫарĕ ҫĕр ҫинчи ҫарсенчен вĕсен чăмăрĕ пулса тăрать, уйрăмах мотострелоксемпе пĕрле. Танкист пулма ҫăмăлах мар, нумай йывăр япала йытма тивет: аккумулятор 58 кг, танк снарячĕ, танк тросĕ, пысăк кувалда тата ытти те. Лайăх танкист пулас тесен, ятарлă спорт хатĕрленĕвĕ кирлĕ. Танкистсем пысăк ҫынсем мар, вĕсен ҫӳллĕшĕ 150-175 см. Унран пысăкраххисем танк ăшне кĕрсе вырнаҫаймаҫҫĕ, вĕсене танк ăшĕнче пăркаланма та йывăр. Унсăр пуҫне лайăх курмалла та, илтмелле те. Пурте танкпа ҫӳреме те, пеме те пултараймаҫҫĕ, чăн-чăн танкист пулма нумай вĕренмелле, спортпа та туслă пулмалла. Танкиста лекнĕ салтаксем пурте вĕренӳ шкулне те вĕренсе пĕтереймеҫҫĕ, вĕсене урăх ҫар ретне куҫараҫҫĕ. Танкист пулма ятарлă пĕлӳллĕ, уйрăмах тракторист пулса ĕҫленĕ, чăтăмлă ҫынсене илеҫҫĕ. Çакна врачсен комиссийĕ те кăтартса парать. Танк ҫинче вăрҫă хирĕнче виҫĕ ҫынран тăракан экипаж, кашни лайăх танкист пулса хăйĕн ĕҫне пĕлсе тусан ҫеҫ ҫĕнтерме пултарать.

Çакна пирĕн ялăн танкисчӗсем ҫирĕплетсе параҫҫĕ. Вĕсен шучĕ нумаях мар, ҫавăнпа та вĕсене пурне те аса илес килет. Чи аслисенчен пĕри — Иван Максимович Садовников. 

Вăл 1937 ҫулхи январӗн 1-мĕшӗнче ҫуралнă. Шкулта ҫичĕ класс пĕтерсен, малтан колхозра ĕҫленĕ, кайран тракториста вĕреннĕ. Кĕркунне 1957 ҫулта салтака каять, танкистсене хатĕрлекен ҫар шкулне лекет. Ятарлă ҫар шкулне пĕтерсен, Иван Максимович вăтам Т-54 танк ҫинче аслă механик-водитель пулса, Польшăра Свентошув хулинче, службăра тăрать. Вăл виҫĕ ҫул хушшинче мастер класс нормативне пурнăҫлать. Килне сержант званийӗпе 1960 ҫулхи ноябрьте таврăнать. Ялта колхозра ĕҫлет. Çав хушăрах ҫемье ҫавăрать. Мăшăрĕпе Антонина Федоровнапа икĕ хĕр ҫуратса ӳстереҫҫĕ. Иван Максимович колхозăн трактор паркĕнче мастер-наладчик пулса ĕҫлет, кашни трактор, комбайн топливо аппарачĕсем ун алли витĕр тухнă. Вăл ĕҫре те чăн-чăн мастер ятне ҫĕнсе илет. Шел, 82 ҫул тултарсан, 2019 ҫулхи январĕн 30-мĕшĕнче ҫут тĕнчерен уйрăлса каять.

Владимир Николаевич Алимасов, Алимасов Фото Гулия Фаизова
1947 ҫухи ноябрӗн 6-мĕшӗнче ҫуралнă. Вăл лара-тăра пĕлмен, питĕ шăпăлка ача пулса ӳсет. Ачаллах тимĕр-тăмăрпа чакаланма юратнă, трактор паркĕнчен туха пĕлмест. Çавна пулах шкултан вĕренсе тухсан тракториста вĕренме каять. Унтан вĕренсе килсен комбайнера пулăшакан, каярахпа гусеницăллă тракторпа ĕҫлет. Вăл 1967 ҫулхи кĕркунне салтака каять. Вăл та танкистсен шкулне лексе, механик-водитель специальноçне алла илет. Малалла служит тума Владимир Николаевич Приморьене лекет. Унта танкист службине самаях хăнăхнă хыҫҫăн, вĕсен чаҫне 1969 ҫулхи мартăн 2-15-мӗшӗсенче, Дамански утравĕ ҫинче Китайпа хĕç-пăшаллă тытăҫу пулнă вăхăтра, ҫапăҫусенче пулма тӳр килет. Унта Владимир Николаевич та лекет, ҫапах та ун ҫинчен никама та каласа памасть, паллах, калама та юраман пуль. Хăй мĕн курнине, тӳснине хăй кăна пĕлет. Владимир Николаевич салтака виҫĕ ҫула кайнă пулсан, икĕ ҫул ҫурăран, салтаксен икĕ ҫул кăна служит тумалли ҫинчен Оборона Министрĕн приказĕ тухсан 1969 ҫулта ҫуркунне тăван килне таврăнать. Çемье ҫавăрать, мăшăрĕпе Нина Анисимовнапа виҫĕ ывăлпа икĕ хĕр ҫуратса ӳстереҫҫĕ. Владимир Николаевич, мĕн виличченех (03.02.2003 ҫ.), тăван колхозра тракторист пулса ĕҫлет.

Виталий Петрович Унькин,  Фото Гулия Фаизова

1960 ҫулхи февралӗн 29-мĕшӗнче ҫуралнă. Вĕсен çемйинче ашшĕ ир, ҫамрăклах, ҫĕре кĕнĕ, ҫавăнпа та Виталий амăшĕн çумӗнче, мĕн пĕчĕкрен ĕҫлесе ӳснĕ. Вунă класс пĕтерсен, В. П. Мердеев пекех, шкултанах тракторист специальностне алла илет. Çавна пулах ĕнтĕ ҫуркунне 1978 ҫулта салтака кайсан, ăна танкистсен ретне илеççӗ. Вăл ытти танкистсем пекех ҫар шкулĕнче вĕренсе, вăтам Т-62 танк çинче командирпулса тăрать. Хăйĕн службине Германи ҫĕршывĕнче ирттерет, танкăн 2-мĕш класлă наводчик-операторĕ. Тăван яла кĕҫĕн сержант званийӗпе таврăнать. Çуллахи вăхăтра комбайнер пулса вăй хурать. Ытти ĕҫсенчен ытларах ялти клубра директор пулса ĕҫлет. Çемье çавăрать. Мăшăрӗпе, Елена Григорьевнапа, вĕсем икĕ ача, хĕрпе ывăл, ҫуратса ӳстереççӗ. Вĕсен ачисем — тухтăрсем, ҫынсене сипленĕ ҫĕрте ĕҫлеҫҫĕ. Шел, 2021 ҫулта В. П. Унькин пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Валерий Николаевич Игнатьев,

 Фото Гулия Фаизова

1960 ҫулхи февралӗн 20-мӗшӗнче çуралнă. 1977 ҫулта ялти шкулта вунă класс пĕтерет. Ун хыҫҫăн Сенгилейри профессипе техника училищинче вӗренсе, аллине водитель специальноçне алла илет. 1978 ҫулхи çуркунне, апрель уйăхĕнче, çар службине каять. Çар тивӗçне Германи çӗрӗ çинче, ултă уйăх çар шкулӗнче вĕреннĕ хыҫҫăн, вăл вăтам Т-62 танк çинче аслă механик-водитель пулса пурнăçлать. Тăван ялне 1980 ҫулхи ҫуркунне ефрейтор званийӗпе таврăнать. Районти Çурт-йӗрпе коммуналлă хуҫалăха шофер пулса ӗçе вырнаçать. 1983 ҫулта, çемье çавăрнă хыҫҫăн, мăшăрĕпе Таисия Петровнапа район центрне пурăнма куҫаҫҫĕ, пĕр хĕр пăхса ӳстереççӗ. Шел, 2015 ҫулта В. Игнатьев ăнсăртран ҫут тĕнчерен уйрăлса каять, ун чухне вăл 55 ҫулта кăначчĕ-ха... Валерий Николаевичăн шăллӗ Николай ятарлă çар операцине кайнă.

Виталий Михайлович Кудрявцев,Фото Гулия Фаизова

1964 ҫулта ҫуралнă. 1982-1984 ҫулсенче Германире хĕсметре тăрать. Ятарлă танкистсене хатĕрлекен ҫар шкулĕнче наводчик-оператора вĕренет. Ун хыҫҫăн вăтам Т-64Б танк ҫинче наводчик-оператор пулса служит тума пуҫлать. Хĕсметрен таврăнсан тăван ялтан кайма шутламан, колхозрах ĕҫлеме юлать.
Валерий Михайлович Кузнецов, 1965 ҫулхи. Шкултан вĕренсе тухсан, çар комиссариачӗ янипе, Теччĕри шоферсене хатĕрлекен шкулта вĕренет. 1983-1985 ҫулсенче Германи ҫĕрĕ ҫинче хĕсметре тăрать. Ятарлă ҫар шкулĕнче вĕренсе, вăтам Т-64Б танкăн наводчик-операторӗн специальноçне алла илет. Хăйне ҫарта лайăх енчен кăтартса ефрейтор званине илме тивĕҫлĕ пулать. Салтакран тăван яла чăн-чăн танкист, пĕрремĕш класслă наводчик-оператор пулса таврăнать. Ялта та ахаль лармасть, шофер пулса ĕҫлет. Авланать, ҫурт-йĕр те ҫавăрать. Мăшăрĕпе, Тамара Витальевнапа, виҫĕ хĕр ҫуратса ӳстереççӗ. Валерий Михайлович ăҫта ĕҫлесен те танкистсен ятне яман, яланах малтисен ретĕнче пынă. Хальхи вăхăтра килте иккĕн кăна пурăнаҫҫĕ, хĕрĕсем хăйсем те ҫемьеллĕ. В. Кузнецовăн икĕ кĕрĕвĕ, Сергейпе Николай, ятарлă ҫар операцийĕнче, Тăван ҫĕршыва сыхлаҫҫĕ.

Виталий Васильевич Мазюкин,

Фото Гулия Фаизова

1964 ҫулта ҫуралнă. Виталий Васильевич, мĕн ачаранпах Валерий Кузнецовпа туслă пулнăран, салтака та унпа пĕрлехкайма тӳрӗ килет. Иккĕшĕ те Германире танкист пулса служит тăваҫҫĕ. Виталий Мазюкин вăтам Т-64Б танк ҫинче механик-водитель пулать. Салтакран таврăнсан ялтах пурăнма юлать.

Леонид Витальевич Аттин, 1966 çулхи мартăн 4-мӗшӗнче Чăваш Ишлĕ ялĕнче ҫуралнă. Матак вăтам шкулӗнчен вĕренсе тухсан, Чĕмпĕрти ТУ-3ре машинист помощникӗ пулма вĕренет. Ăна пĕтерсен, 1985-1987 ҫулсенче Германире Плауэн хулинче 147 танкистсен полкĕнче вăтам танк ҫинче наводчик-оператор пулса служăра тăрать. Çартан таврăнсан Леонид тăван ялтах юлать. Çемье ҫавăрать, ҫурт-йĕрне те туса хунă, ача-пăчине те ҫуратса ӳстернĕ. Мăшăрĕпе пĕрле тăван колхозра, колхоз саланичченех ĕҫленĕ. Ирина Владимировнапа иккĕшĕн икĕ ача: пĕр ывăлпа пĕр хĕр. 

Виталий Витальевич Спиридонов, 1977 ҫулта ҫуралнă. Ялти шкулта тăхăр класс пĕтерсен, Çĕпрелĕнче СПТУра тракториста вĕренет. Алла тракторист-машинист специальноçне илнĕ хыҫҫăн, ăна 1995 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче салтака илсе каяҫҫĕ. Вăл танкистсене хатĕрлекен ҫар шкулне, Тоцкое-4, лекет. Виталий Витальевича механик-водительсене хатĕрлекен ушкăна вĕренме илеҫҫĕ. Вĕренсе пĕтерсен 1996 ҫулхи май уйăхĕнче вăтам Т-72 танксен механик-водительне малалла служит тума Волгоград хулине яраҫҫĕ, каярахпа 1977 ҫулхи март уйăхĕнче Дагестан Республикинчи Буйнакск хулине куҫараҫҫĕ. Икĕ ҫул службăра тăнă хыҫҫăн, яла таврăнать. 1978 ҫулта, хăйне салтака ăсатса янă ялти хĕрпе Альбина Витальевнапа çемье çавăрать. Республикăри ҫамрăк ҫемье программипе усă курса, ҫурт-йĕр те туса хураҫҫĕ, виҫĕ ача ҫуратса устереҫҫĕ: икĕ ывăлпа пĕр хĕр. 

Вячеслав Николаевич Ефрейторов, 1997 ҫулхи. Матак вăтам шкулӗнче вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслă пулать, уйрăмах чăваш наци кĕрешĕвĕпе нумай хатĕрленет тата яланах ăмăртусене хутшăнса, малти вырăнсене йышăнать, спорт мастĕрĕн ятне ҫĕнсе илет. Салтака кайсан ăна танкистсене хатĕрлекен шкула яраҫҫĕ, унтан вăл вăтам Т-72 танк командирĕ пулса тухать. Хальхи вăхăтра Шупашкар хулинче пурăнать. Çемье çавăрнă. Вĕсен ҫемйинче ывăл ача ӳсет. Вячеслав Николаевичăн шăллӗ Николай ятарлă çар операцийӗнче...

Кашни танкист, кашни салтак хĕсметре мĕнле йывăр пулсан та шăлне ҫыртса чăтать. Йывăр служба ҫинчен никама та, нихҫан та ӳпкелешсе каласа памасть, яланах ун ҫинчен ырăпа кăна аса илет. Ахальтен каламаҫҫĕ пулĕ ĕнтĕ «В танковых войсках всегда порядок», тесе. 

Унсăр пуçне пирӗн ялăн каччисем хушшинче офицер-танкистсем те пур. Халӗ вӗсем Юрий Сергеевичпа Дмитрий Александрович ятарлă çар операцийӗнче.

Кашни ҫул сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Танкистсен кунне паллă тăваҫҫĕ. Кăçал тата Танкистсен кунӗ юбилейпе паллă кун, çар ретӗнче танкистсем пулса кайнăранпа 110 çул. Танкистсене пурне те уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп! 

Чи ăшă тав сăмахĕсем паян эпир пирĕн ветеран-танкистсене, ятарлă ҫар операцине хутшăнакансене, ҫар ҫыннисемпе запасри танкистсене калатпăр. Кашни арҫын хăй ҫемйишĕн кил тĕрекĕ, тăвансемпе ҫывăх ҫынсемшĕн ҫирĕп шанчăк пулма тивĕҫлĕ. «Броня крепка и танки наши быстры» текен девизпа малашне пурăнма ҫирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр, ҫемьере ырлăх, тивлет пултăр. Пурнăçран уйрăлса кайнă танкистсене те манар мар, яланах асра тытар. Вăрҫăра хутшăнакансене чăтăмлăх, чирлемесĕр, аманмасăр тăван килĕсене чиперех таврăнма пихиллесе тăрар, лăпкă пурнăҫ сунар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев