Маскировка сетки çыхаççӗ
«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!» патриотизм акцийӗ малалла тӑсӑлать
Чӑваш Çӗпрел ялӗнче пурӑнакансем ҫар ҫыннисене ятарлӑ ҫар операцийӗн пӗрремӗш кунӗсенченех пулӑшу пама пуҫларӗç.
2022 ҫултанпа ялти хӗрарӑмсем Культура ҫуртне пуçтарăнаççӗ, маскировка сеткине ҫыхаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Мускав хулинчен яла амӑшне пӑхма килнӗ Наталия Кузнецова йӗркелет. Паянхи кун вара Культура ҫуртне Кивӗ Ҫӗпрел, Чӑваш Ҫӗпрел, Чӑваш Паснапуç ялӗсенчен те хӗрарӑмсем килеҫҫӗ. Сетка ҫыхмалли пункт ертӳҫи – Наталья Пустынина. (Наталия Кузнецова, амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, Мускав хулине тухса кайнӑ).
Хӗрарӑмсем кашни каҫ 18.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен вӑй хураҫҫӗ. Сеткăсене хӑвӑрт хушăра çыхса ӗлкӗртмелле чухне вăрахрах ӗҫлеҫҫӗ. Сеткăсене 4х6 метр пысӑкӑш çыхаҫҫӗ, ҫулталӑкӑн вӑхӑтне кура тӗрлӗ тӗслӗ пулаҫҫӗ. Сӑмахран, çулла – симӗс, хӗлле – шурӑ.
– Ҫулталӑк тăршшӗпех, пӗр кун та юлмасăр ҫӳрекен Зинаида Стратонова, Светлана Байгушева, Раиса Арьяхова, Галина Годунова пек волонтерсене уйрӑмах палӑртаса хăварас пулать. Ҫавӑн пекех, Галина Шленская, Валентина Байгушева, Людмила Самандеева, Любовь Храмова, Альбина Айметдинова, Ольга Мартынова, Ирина Никитина, Елена Поселецева, Галина Михайлова, Екатерина Никифорова, Фарида Хайруллина та хӑйсенчен пай кӗртме активлă тӑрӑшаҫҫӗ.
Гульсум Зяббаровапа Флюра Хисматова, хӑйсен килӗнче, кирлӗ материалсене кирлӗ размерпа касса параççӗ, – тет Наталья Пустынина.
Районта маскировка сеткисем ҫыхмалли темиҫе пункт пур. Ҫак пунктсен кашнин никӗсӗ – сетка Липецк урлӑ илӗнет. Заказпа материал вара Пӑва хулинчен килет. Унтан Ильяс Сафин кӳрсе парать .
Хӗрарӑмсем хӗллехи тата ҫуллахи вариантсен 215 ытла сеткине çыхса, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатнӑ.
Хӗрарӑм-волонтерсен «Хамӑрӑннисене пӑрах-мастпӑр!» ятлӑ WhatsApp ушкӑн пур, унта тӗрлӗ пӗлтерӳсем вырнаҫтараҫҫӗ. Наталья Пустынина каланӑ тӑрӑх, кирлӗ пулсан районта пурӑнакансем материалсем туянма укҫа та куҫараҫҫӗ иккен.
– Эпир укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр, унсӑрӑн ҫак пысӑк ӗҫе малалла тӑсма май пулман пулӗччӗ, – тет Наталья.
Анат Чакă ялӗнче вырнаçнă Михаил Архангел храмӗн настоятелӗ Олег атте, Чӑваш Çӗпрел ялӗнчи Покрова Пресвятой Богородицы храмăн настоятелӗ Дмитрий атте, уйрăм предприниматель Ринат Бекмухамедов яланхи спонсорсем пулса тăраççӗ. Чӑваш Ҫӗпрел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров та час-часах пулӑшма килет теҫҫӗ, волонтерсем.
– Эпир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗмӗрсемпе тачӑ ҫыхӑнура тӑратпӑр. Сеткăсемшӗн заявкӑсем нумай килеҫҫӗ. Хатӗр маскировка сеткисене предприниматель, «Благодарение» фондăн директорӗ Виктор Марков, «Рубеж» çар юхăмӗн ветеранӗсен регионсем хушшинчи обществăлла организацийӗн Ульяновск облаҫӗнчи уйрӑмӗн ертӳçи Владимир Ярухин, Тутарстан Республикинчен мобилизациленнисене пулӑшакан «Барс» автономиллӗ коммерциллӗ мар организацийӗн ертӳçи Ильдар Зайнуллин, пограничниксен районти обществӑлла организацийӗн ертӳçи, «Форпост» директорӗ Альберт Сулейманов, «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнчи Волонтерсен штабӗ урлӑ та ӑсататпӑр, – тет Наталья Пустынина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев