Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Машинăпа çӳрес енӗпе ӑмӑртрӗç

Ăсталăх

 

«Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн»  базинче «В» категори енӗпе машинăпа çӳрес енӗпе студентсем хушшинче республика конкурсӗн муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ. Конкурса машинăпа çӳрес енӗпе пӗлӳ илекен техникумăн 10 студенчӗ вăй виçрӗ.

Сергей Байгушев, Петр Никифоров, Александр Кудряшов, Иван Себиков, Анастасия Павлова, Расим Хамидуллин, Дмитрий Селянов, Григорий Борисов, Алмаз Хайруллов, Виктор Фомин чи малтан автомобиле фигурӑллӑ ҫӳретес енӗпе ӑсталӑхӗсене кӑтартрӗç. Унтан вӗсем ҫул-йӗр правилисене пӗлес енӗпе теори пӗлӗвӗсене сăнарӗç. Конкурсăн çак тӗсне студентсем компьютер умне ларса, водитель прависене илмешкӗн экзамен памалли типра пурнӑҫларӗç. Палӑртса хӑвармалла, унта хутшӑнакансем пурте сăнавсене иртме пултарчӗç.

Икӗ номинаципе лайӑх кӑтартусемпе палăрнă Виктор Фомин – 1 вырӑна, Алмаз Хайруллов – 2 вырӑна, Григорий Борисов 3 вырӑна çӗнсе илчӗç.

«Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Хусан хулинчи профилактика уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова тата районти ГИБДД сотрудникӗ Ильнар Сулейманов малти вырӑнсене йышӑннӑ конкурсантсене, ҫӗнтерӳҫӗсен Дипломӗсене, медалӗсене, кубоксем тата парнесем пачӗҫ. I, II, III вырӑнсене йышӑннӑ ҫӗнтерӳҫӗсем Хусанта иртекен конкурсăн республика тапхăрӗнче район чысне хӳтӗлӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев