Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Мăшăр çунатсăр, анчах та çирӗп

Юбиляр

 

Аслӑ Аксу ялӗнче пурăнакан Альфия Киямовна Алимова (Зайнуллова) хӑйӗн сумлă юбилейне паллӑ турӗ. Ял ӗçченне саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров килнӗччӗ.

Район пуҫлӑхӗ юбиляра ырлӑх-сывлӑх сунчӗ, ырми-канми ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ҫавӑн пекех РФ Президенчӗн саламлă çырăвне, парнесем пачӗ.

Ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Храмов та юбиляра ӑшӑ сӑмахсем каларӗ. Альфия Киямовна ялти чи хисеплӗ ҫын, пуриншӗн те тӗслӗх пулнине палӑртрӗ вӑл.

Альфия Алимова Аслă Аксу ялӗнче ҫуралнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Храмов каланӑ тӑрӑх, ӗлӗк ял хутӑш нациллӗ пулнӑ, кунта тутарсемпе чӑвашсем тӗпленсе, туслă та килӗштерсе пурӑннӑ. Ҫак чаплӑ йӑла паян та малалла пырать. Тутарсем ялӑн тулли пӗр вӑрӑм урамне йышӑнса тӑраҫҫӗ. Альфия Киямовнан та ашшӗ-амӑшӗсем – Аслă Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ çынсем. Ашшӗ Киям ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта тухса кайнă. Вӑрҫӑран аманса таврӑнсан вӑл нумай пурӑнайман, 1946 ҫулта, пурнăçран уйрăлса каять.

– Анне, ӗне суса кӗретчӗ те аттене хăвăртрах ӑшӑ сӗт ӗçтеретчӗ. Унӑн ăна питӗ сыватас килетчӗ. Шел пулин те, аттен ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ çав.

Амӑшӗ пилӗк ачана пӗчченех пӑхса ӳстерет. Альфия аппа асли пулнӑ, вӑл 8 класс пӗтернӗ хыççăн колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Нумай ҫулсем хушши (32 ҫул) пăру пăхакан пулса ӗçлет. Хăйсен ял ҫыннине Асадулла Алимова качча тухать.

Асадулла пичче ун чухне бригадир пулнӑ. Шел пулин те, вӑл та ҫак тӗнчерен питӗ ир, 31 ҫулта, уйрăлса каять. Альфия аппа, амӑшӗ пекех, пӗчӗк ачисемпе пӗчченех тӑрса юлать, вӗсенчен асли ун чухне 4 ҫулта пулнӑ, иккӗмӗшӗ – 3 ҫулта, виҫҫӗмӗшӗ – 1,5 уйӑхра, тӗпчӗкӗ варӗнче, çуралман та пулнă.

Йывӑр пулсан та, вӑл хӑйӗн ачисене пăхса ӳстерет, вӗрентет. Паян вӑл ачисене чунтан тав тӑвать. «Вӗсем ашшӗсӗр ӳсрӗç пулин те, пирӗн пата нихҫан та çăхавпа килекен çын пулмарӗ. Шкулта та лайӑх вӗренчӗç, ӗҫлерӗç, пур ӗҫре те мана пулӑшакансем пулчӗç», – тет вӑл хӑйӗн ачисем ҫинчен. – Унта 15, тепӗр çӗрте  – 15 сотый ҫӗр чавса, ҫынсем патӗнче ҫӗрулми лартса çӳрерӗмӗр. Ӳпкелешмерӗҫ, ӗҫлерӗҫ...

Хальхи вӑхӑтра юбиляр ывӑлӗпе Аслă Аксу ялӗнче пурӑнать. Хӑй ӗмӗрӗнче вӑл виҫӗ пӳрт туса лартать.

– Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех фермӑра ӗҫлерӗм, ҫулла ҫӗрулми, чӗкӗнтӗр ани çинче пултӑм, ӗне, выльӑх-чӗрлӗх усрарăмăр, ачасене мӗнле те пулин ура ҫине тӑратмалла пулнă... Паян та эпир ывӑлпа ӗне усратпăр, ыттисем хулара пурӑнаҫҫӗ. Хуҫалӑхра питех пулӑшаймап пулин те, пахчара çум çумлама пултаратӑп, пурне те контрольте тытса тăратăп, – тет юбиляр ăшшăн кулса.

Альфия Киямовна питӗ уçă кăмăллă ҫын. Пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене, шӑпа сăнавӗсене пӑхмасӑр (унăн тата пӗр ывăлӗ вилет), савӑк та çирӗп чунлă пулса юлнă. Вăрăм ӗмӗр,  кашни çын ăмсанмалăх ăс-тăн, паянхи тулăх пурнăçлă çутă кунсем парнеленӗшӗн Турра тав туса пурăнать.

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юбилей медалӗсене, «Вунпӗрмӗш пилӗкҫуллӑхри ӗҫ ударникӗ», «Ӗçри хастарлăхшăн» медальсене, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне, «Ӗҫ Ветеранӗ» медале тивӗçнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев