Мăшăрӗ ăна «Чечекӗме упра, ан хăрт!» тенӗ
Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Дидяра Альметдиновна Сибгатуллина вӑрҫӑ пуҫланнӑ вăхăтра 7 ҫулта кӑна пулнӑ.
Вӑрҫӑ инкек миллионшар ҫынсен пурнӑҫне ҫеҫ мар, пӗчӗкçӗ ачасен ачалӑхне те, яш-кӗрӗмсен ҫамрӑклӑхне те вăрласа, кунӗсене асаппа, хуйхăпа, выçăллă ирттерме хистенӗ.
– Вӑрҫӑ пирӗн чӗресенче темӗнле питӗ хӑрушӑ пулса тӑрса юлчӗ, ун ҫинчен аса илес те килмест, – тет Дидяра ҫав кунсене аса илсе.
Дидяра аппа ҫемьере пилӗк ачаран виҫҫӗмӗшӗ пулса çуралать. Ашшӗне тӗрмене лартаҫҫӗ, ачисем амӑшӗпе тăрса юлаҫҫӗ.
– Пире анне пăхса пурăнчӗ. Халӗнчен килнӗ чухлӗ тумлантарчӗ, выҫлӑхне та курма тӳр килчӗ, тăхăнмалли те çукчӗ, никам та пулӑшакан пулмарӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче эпир йӑмӑкăмпа Гульшатпа иксӗмӗре, шыҫăнса кайнăран больницӑна илсе кайрӗҫ, эпир чӗрӗ юлтӑмӑр. Эпир мӗн ҫини – вӗлтрен, мăян, ҫӗрӗк ҫӗрулмиччӗ. Пирӗн анне колхоз ӗҫӗнчен пӗр кун та юлман, – тет Дидяра аппа, хӑйӗн ачалӑхне аса илсе.
Дидярана шкулта вӗренме пӳрмен, вӑл пӗрремӗш класа кайнӑ-ха, анчах тумтир ҫуккипе, сивӗсем пуҫлансан, вӗренме пӑрахнӑ. Каярахпа аппăшӗ ӑна саспаллисене уйӑрса илме, вулама та килте вӗрентнӗ.
– Шкулта вӗренме тӳрӗ килмерӗ пулсан та, эпӗ хаҫатсем ҫырӑнса илетӗп, вулатӑп, – тет ветеран.
Вӑрҫӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те колхоз купӑста, махорка ӳстернӗ. Хӗрарӑмсем вӗсене шыв сапнă.
– Çав витресене ҫӗклеме пирӗн вӑй ҫитместчӗ, ҫавӑнпа та эпир пӗчӗкрех савăтпа шыв йăтрăмăр, каҫалапа вара ҫип татмалăх вăй та юлмастчӗ. Ураран ҫӑпата каймарӗ, – тесе аса илет ҫав кунсене ветеран.
Дидяра аппа, кӳршипе, вӑрҫă ветеранӗпе Закипе, çемье çавăрать. Ултӑ ача пăхса ӳстереççӗ. «Амӑшӗн мухтавӗ» медалӗн хуçи. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ. Мăшăрӗ шофер пулнӑ пулсан, Дидяра аппа фермӑра ҫамрӑк пӑрусене пăхать, тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫлать.
– Телейлӗ ватлӑха та курма пӳрчӗ. Шел, анчах ман мăшăрăм çак кунччен пурӑнаймарӗ, 7 ҫул каялла вилчӗ. Халӗ пирӗн пурнӑҫ питӗ лайӑх, пӳрт ӑшӑ, ҫутӑ, газ, шыв кӗнӗ. Çак пурнăçпа пурăнма сывлăх пултăрччӗ, – тет вăл.
Дидяра аппа паян тӗп никӗсре пӗччен пурӑнать. Ачисем ӑна хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ, анчах вӑл хӑйӗн килӗнчен каясшӑн мар. Ӑна пулӑшма районти социаллӑ хӳтлӗх управленийӗнчен социаллӑ ӗҫчене Лейсан Хайрутдинована палăртнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев