Мăшăрланакансен шучӗ ӳснӗ
2025 ҫулта Тутарстанра 24 097 мӑшӑрланăва регистрациленӗ, ку пӗлтӗрхинчен 1,7 процент нумайрах. Ҫакӑн пек ӳсӗм юлашки виҫӗ ҫулта пӗрремӗш хут палӑрнӑ.
Хусанта мӑшӑр-ланакансен шучӗ 2 процент ӳснӗ, районсенче – 3 процент. Мӑшӑрсен 70 проценчӗ пӗрремӗш хут официаллӑ майпа мӑшӑрланнине регистрациленӗ. Арҫынсен хушшинчи çемье çавăракансен активлă ӳсӗмӗ 25-29 ҫулпа танлашать. Хӗрарӑмсен хушшинчи çак ӳсӗм вара 18-24 ҫулпа танлашать.
Ҫав хушӑрах тутарстанра 70 ҫултан аслӑрах пулнă, 200 ытла арҫын тата хӗрарӑм çемье çавăрнă. Авланакан чи аслӑ каччă – 92, ҫураҫнӑ хӗр 84 ҫулта пулнӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Тутарстанра «Çемье» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Ҫӗпрел районӗнчи ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр 55 Çӗпрел çынни мӑшӑрланнӑ. Чи аслӑ каччă 71 çулта, ҫулӗпе чи аслӑ хӗр – 66 çулта пулнӑ. Чи ҫамрӑк каччăпа хӗр 18 çулсенче пулнӑ.
2026 ҫулта туй тума илемлӗ датӑсем
Пӗлтӗр туйӑн чи популярлă кунӗ 25.05.2025 пулнӑ.
Мӑшӑрлану датине суйланӑ май, мӑшӑрсенчен нумайăшӗ илемлӗ датӑсене тимлет.
Кӑҫал туй ирттерме палӑртакансемшӗн илемлӗ датӑсем: 20.02.2026 (эрнекун); 04.04.2026 (шӑматкун); 06.06.2026 (шӑматкун); 26.06.2026 (эрнекун); 08.08.2026 (шӑматкун); 26.09.2026 (шӑматкун); 10.10.2026 (шӑматкун); 12.12.2026 (шӑматкун); 26.12.2026 (шӑматкун).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев