Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Масара пăхса тăрасси — кашни çыннăн сăваплă тивĕçĕ

Çӗпрел çыннисем субботника тухрӗç. Хальхинче – масар çине

Кашнин ӗмӗрлӗх ҫурчӗ – масар. Масар ҫумӗпе иртекен кашни ҫыннӑн ҫакна асра тытмалла: ҫак тӗнче ӗмӗрлӗхех мар, ашшӗ-амӑшӗн, асламӑшӗсен, аслашшӗсен, хурӑнташӗсен чунӗсемшӗн кӗлтумалла, вӗсен ӗҫӗсене аса илмелле.

 

Паян пирӗн кил-çурт мӗнле таса, масар та çавăн пек пулмалла: картасене сӑрламалла, чечексем лартмалла. Чи пахи вара, унта тасалӑх тата йӗрке пултăрччӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ: «Чӗррисене хакла, вилнисен вилтӑприсене пӗл!», теҫҫӗ.

Ҫакна шута илсе, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи тӗп масара тирпейлес енӗпе субботник иртрӗ. Ҫакӑн пек субботниксем ҫулсеренех йӑлана кӗнӗ тăрăх иртеҫҫӗ.

Ҫак субботника питӗ нумай ҫын пухӑннӑччӗ. Территорие тирпейлеме район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, организацисемпе предприятисен ертӳҫисем, представителӗсем те тухрӗç. Ял ҫыннисенчен те хӑшӗ-пӗрисем яваплӑ ӗҫрен аякра юлмарӗç.

Территорие тасатас, тирпейлес ӗçсем пычӗç, хăшӗ тӗмӗсене касрӗ, хăшӗ пуçтарчӗ. Пухнă ҫӳп-ҫапа трактор ҫине тиерӗç. Ҫапла вара, пӗрлехи тăрăшулăхпа, масар çине кӗмелли çул анлăланса, тасалса, çуталса юлчӗ.

Реклама

Инстаграмри хăйӗн страницинче те Марат Гафаров субботника хутшăннисене тав турӗ.

Нумай ӗҫ тунӑ, анчах та пӗр кун хушшинче пурне те пурнӑҫлаймăн. Ҫакӑн пек субботниксем малашне те пулсах тӑрӗç, унта ял ҫыннисем те хутшӑнччӑр ӗнтӗ.

 Гульзиган Шарапова:

– Кунта ман аннене пытарнӑ. Вӗсем мӗн курни ҫинчен каласа парсан, ăнтан кайăн. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче аттепе анне пирӗнпе, икӗ ачипе, кӗтӳ кӗтме Пӑва енне тухса каяççӗ. Атте – вӑрҫӑ инваличӗ. Выльӑхсене карантина хупаççӗ. Ҫапла вара вӗсем ҫуран, выҫӑ каялла таврӑннӑ. Кунта таврӑнсан атте хуралҫӑ пулса ӗҫе вырнаçать. Анне ӗлӗк чӳлмекҫӗ завочӗ пурччӗ тесе калаçатчӗ, çавăнта ӗҫлеме пуҫланӑ. Çуклăх вӑхăтӗччӗ. Ҫӑкӑр илме те черет тӑраттăмăр. Пурнӑҫ ҫапла иртрӗ, Турра шӗкӗр. Хам та сакăрвунă çултан иртрӗм ӗнтӗ. Аннен вилтӑпри çине час-часах кӗрсе тухатӑп. Эпӗ ҫак субботникрен те аякра тӑма пултараймарӑм. Ырӑ ӗҫ яланах ырăпа таврӑнать.

Кашни эрнен эрнекунӗнче (масар тасалса юличченех) субботниксем пулӗç. Ял халăхне те субботника чӗнеççӗ йӗркелӳçӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев