Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Мартăн 8-мӗшӗ

Хӗрарӑмсем ҫинчен интереслӗ фактсем

 Анасланă чухне хӗрарӑм ҫӑварне чăмăрӗпе мар, ал тупанӗпе хуплать.

Япала ывӑтнӑ чухне хӗрарӑмсем аллисене хӗрринелле мар, хыçалалла яраҫҫӗ.

Сывланă чухне хӗрарӑмсен кӑкӑр мускулӗсем туртӑнаҫҫӗ, арҫынсен – хырӑм пресӗн мускулӗсем.

Ту-сăрт ҫинчен хӗрарӑмсем хӑяккӑн анаҫҫӗ, арҫынсем урисене анлăн сарса умӗпе анаҫҫӗ.

 Ура тупанне  хӗрарӑм каялла ҫаврăнса, арҫын урине ҫӗклесе пăхать.

 Вӗри чул е хăйăр çинче хӗрарӑмсем ура вӗçӗпе, арҫынсем кӗллипе çӳреççӗ.

 Хӗрарӑм хӑлхисене пӳрнипе, арҫын ал тупанӗпе хуплать.

Тумланнӑ чухне хӗрарӑм малтан кӗпине, унтан кăна шӑлаварне тӑхӑнать. Арҫын – пачах хирӗçле.

Хӗрарӑмсем перчеткисене урама тухичченех тӑхӑнаҫҫӗ.

 

Кашни уявӑн хӑйӗн историйӗ пулнă пек, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявласси ӑнсӑртран мар, унăн та хӑйӗн пулăмӗ пур. Ӗлӗк хӗрарӑмсене ӗç укçине арҫынсенчен сахалрах тӳленӗ. Вӗсене инженер, врач, право сыхлавçи пулма, хӑйсем ӗмӗтленекен вӗренӳ заведенине вӗренме кӗме май паман. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пичӗсене кăтартса ҫӳреме, арçынсемпе сӗтел хушшинче çиме ларма та ирӗк пулман. 1908 ҫулхи мартăн 8-мӗшӗнче, ирхине, Нью-йоркри пин-пин хӗрарӑм, чуралӑха чӑтаймасӑр, ӗҫе пӑрахса, арҫынсемпе пӗр тан пулма ыйтса урама тухаççӗ. Çумӑр ҫунине пӑхмасӑрах, аллисене ачисене йăтнă амӑшӗсен речӗ ӳссе пырать. Демонстрацие хӑваласа яма приказ илнӗ полици те хӑратмасть вӗсене.

Ҫак пулăмсем хыççăн Америкӑри хӗрарӑмсене пӗртанлăх правине панă май, Мартӑн 8-мӗшӗ –  Хӗрарăмсен кунӗ пулса шутланма пуҫлать. Çак куна Европăри  ҫӗршывсенче пӗрремӗш хут 1911 ҫулта, Раççейре 1913 çултан палăртса ирттернӗ. 1910 ҫулта Копенгаген хулинче нумай ҫӗршыври хӗрарӑм представителӗсем пӗрлехи вăйпа хăйсен прависене мӗнлерех хӳтӗлес ыйтăва татса парассишӗн канашлӑва пухӑннӑ. Çак мероприятире Германири Коммунистсен партине туса хуракансенчен пӗри, нимӗç революционерки Клара Цеткина хӗрарăмсен прависемшӗн кӗрешекенсен пӗрлехи  кунне тăвассишӗн сӗнӳне пӗлтерет.

 

Виталий    Землемеров:

– Сирӗнсӗр пуçне çӗр çинче пурнӑҫ пулман пулӗччӗ, хаклӑ хӗрарӑмсем. Хамăрăн Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмӗсен пултарулăхӗнчен, ӗҫченлӗхӗнчен те  тӗлӗнетӗп, тав тӑватӑп тата мӗнпур хӗрарӑмсене  уяв ячӗпе саламлатӑп!

 

Рафик Замалетдинов:

– Хӗрарӑм, пӗтӗмлетсе каласан, тӗлӗнмелле çын. Арҫынсенчен вăйсăртарах пулсан та, ырă чӗреллӗ пулнипе уйрăлса тăрать. Вăл пулӑшăва та килет, канаш та парать,  ӗҫне те ӗçлет, тус та пулма пӗлет. Вӗсем анне те, пирӗн савнă çыннăмăр та. Мӗнпур аннесене, хӗрсене, йӑмӑксене уяв ячӗпе саламлатӑп. Телейлӗ пулӑр!

 

Резида  Замалтдинова:

– Хисеплӗ хаçат  вулакансем-хӗрарăмсем!

Уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр! Сире ырлăх-сывлăх, иксӗлми телей,  сунатăп. Телейпе ăнăçу, юратупа ăнлану яланах сирӗн çумăрта çӳреччӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев