Мартăн 8-мĕшĕнче Çăварни пуçланать
Уяв çинчен
Вăл пĕр эрнене тăсăлать. Кашни уявра ирттермелли йăла-йĕрке пур. Çăварни эрнине чăваш халăхĕ епле ирттернĕ-ха? Хальхи ăру унпа çыхăннă йĕркене пăхăнать-и?
«Çăварни эрнинче чун каниччен савăнмасан-кулмасан малашне хуйхăллă-суйхăллă пурăнăн» тени мĕнпе çыхăннă-ха?
Хĕле ăсатасси чăваш халăхĕн уявĕсен ретĕнче тахçанах пулнă. Вăл пĕр вăхăт тепринпе ылмашăннине ăнлантарнă. Çавăнпа çĕнĕ тапхăр килнине савăнса кĕтсе илмелле пулнă.
Апат-çимĕçрен чи малтан икерчĕ янтăланине епле ăнлантараççĕ-ха тĕпчевçĕсем?
Çаврака икерче хĕвелпе танлаштарнă. Хĕл хыççăн ăшă тапхăр çитет. Эппин, икерчĕ – ăшă вăхăт палли. Çатма çинчен илнĕ пĕрремĕш икерче ваттисене асăнса çиеççĕ.
Улăмран тунă Çăварни карчăкне мĕншĕн çунтараççĕ?
Чăваш календарĕнче 12 уйăх – 12 хĕр. Çавăнпа ăна хĕрарăм евĕр ăсталаççĕ. Тăвайккинчен çунтарса çырмана яни хĕлĕн кайма вăхăт çитнине пĕлтерет.
Çăварни эрнипе çыхăннă анлă сарăлнă тепĕр паллă – катаччи чупасси. Анчах юлашки вăхăтра ялсенче лашана сайра хутра çеç кураятăн. Çакна пула уяв илемĕ çухалмасть-ши?
Ку шухăш тӗрӗсех те килмест пуль, хăш-пĕр тăрăхра килте лашана ĕçшĕн те мар, илемшĕн тытакансем пур. Çăварни çинчен илтмен çын çук, çавăнпа ăна ирттереççех. Район центрĕнче, ялсенчсе çулсеренех хĕле ăсатаççĕ, ăмăртусем ирттереççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ, савăнаççĕ.
Çапах йăла-йĕрке манăçнин сăлтавĕ, сирĕн шухăшпа, мĕнре?
Чи малтанах – ӳркенни, пĕлменни пулĕ. Ĕлĕк пирĕн халăх кирек мĕнле уяв ирттерсен те пĕтĕм ялпа савăннă. Вăл е ку йĕркене таçта вăрттăн мар, пурте курмалла ирттернĕ. Çамрăксем – ватăсенчен, ача-пăча ар-хĕртен вĕреннĕ. Вĕсен ӳсĕмне çитсен йăлана малтанхи ăру пек пурнăçланă. Мĕн пĕчĕкрен курса-пĕлсе çитĕннĕ. Çăварнире ачасем тăвайккинчен ярăннă, лашапа яш-кĕрĕм чупнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев