Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Марсель Камалов конкурсра хутшăнать

Унта пирӗн районтан Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн 3 курс студенчӗ Марсель Камалов хутшӑнать.

«2015-2022 ҫулсем валли Тутарстан Республикинче коррупцие хирӗç политикăна вăя кӗртесси» патшалӑх программин шайӗнче министерство, ТР Президенчӗн Коррупцие хирӗҫ политика ыйтăвӗсен управленийӗпе, ТР муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен пуçлăхӗсен коррупцие хирӗç кӗрешӳ ыйтăвӗсем енӗпе ҫамрӑк пулӑшаканӗсен ӗçӗшӗн республика конкурсӗ ирттерет.

Унта пирӗн районтан Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн 3 курс студенчӗ Марсель Камалов хутшӑнать. Çак конкурс пилӗк этапран тӑрать, Марсель унӑн виҫӗ этапне  иртнӗ ӗнтӗ. Тӑваттӑмӗш этапри заданисене пурнӑҫлассишӗн вăл студентсемпе квест-вӑйă ирттерчӗ. Мероприятие районти  Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ҫамрӑксен ӗçӗ, спорт тата туризм уйрăмӗн ертӳçи Руслан Вильданов, техникумӑн ертӳçисем тата студенчӗсем те пăхрӗç.

– Çак конкурсра пирӗн район пӗрремӗш хут хутшӑнать. Марселе хамӑрăн район чысне хӳтӗлесе, Хусан хулинче те тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӳрӗ килӗ. Ӑна ӑнӑҫусем сунатпăр, – тет Руслан Вильданов.

Вӑйă вăхăтӗнче командăсем  коррупци темипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравларӗç, ребуссем те, кроссвордсем те  тупрӗç. Студентсене  «Ан пар тата ан ил!» тесе калакан справочниксем пачӗç. Вӑйӑ вӗҫӗнче вара хисеплӗ жюри баллсене шутласа, ҫӗнтернӗ командăна палăртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев