Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Марс Салаховпа сывпуллашрăмăр

Ҫар çынни вилни çинчен хыпар кӳршӗллӗ ялсене, район халăхне те хуйха ӳкерчӗ

Марс Салахов 23 çулта кăначчӗ. Вӑл Украинӑра, ятарлă çар операци вӑхӑтӗнче, пуçне хучӗ.

Район çыннипе сывпуллашу Илмет-Чаткас ялӗнче, вăл ҫуралса ӳснӗ ҫурт умӗнче иртрӗ. Ăна юлашки çула ăсатма районти ертӳçӗсем, тӑванӗсем, кӳршисем, тусӗсем, пӗр класра вӗреннисем пуçтарăннăччӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Тутарстан Республикипе Ульяновск облаҫӗнче патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе Федераци агентствăн регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов Марс Салахов Раҫҫейпе Ҫӗпрел районӗн мӑнаҫлӑхӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ пуриншӗн те хăюллắх тӗслӗхӗ пулса тӑнине палăртса иртрӗç. «Эпир Марс Салаховăн çутă сăнарне нихăçан та манмăпăр. Герой ӗмӗр-ӗмӗрех халăх асӗнче юлӗ!» – терӗç вӗсем.

Марсăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ тата аслашшӗ вăл ӑшӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, яланах пулӑшма хатӗр пулни çинчен калаçрӗç.

– Эпир ӑна пӗтӗм ял çыннисемпе пӗрле ӑсатса ятӑмӑр. Ялтан тухса кайнă чухне, вӑл каялла ырă-сывă таврӑнăп тесе сăмах пачӗ. Паян пирӗн çине йăтăнса аннă хуйха нимӗнле сӑмахпа та ҫӑмӑллатма пултараймастпӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн чӗресенче пурӑнӗ»,– тесе калаçрӗ унăн вӗрентекенӗ.

Ильсиярпа Минзаид Салаховсен ывăлӗ Марс çемьере чи асличчӗ. Унӑн икӗ йӑмӑкӗ юлчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев