Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мария Шадирякова: «Тӗп ыйту – тăван чӗлхене юратма вӗрентесси пулчӗ»

Вӗрентекенӗн ӗçӗ чи пархатарлă ӗç, вăл пӗлӳ тӗнчине алăк уçса парать, тăван çӗршыва юратма вӗрентет

Геннадий Карсаков, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи

Вĕрентекенĕн, ялти хисеплĕ Мария Шадирякован вăй-халӗнчен, ăсталăхĕнчен, шухăшлавĕпе тавра курăмĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Чун-чĕринче паян та талпăну, çăлкуç тапса тăрать унăн.

 

 

Мария Ивановна Шадирякова (Лысова) Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 1947 ҫулта ҫуралнӑ. 1955 ҫулта ялти 8 ҫул вӗренмелли шкула 1 класа вӗренме кӗнӗ, 1963 ҫулта,  8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ульяновск облаçӗнчи Улхаш ялӗнчи вӑтам шкулӑн 9-мӗш класне вӗренме кайнă. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул хушши Бауман ячӗллӗ тӑван колхозӗнче вӑй хунӑ.

1968 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен Ҫӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче Хусанти педагогика училищине тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетне пӗтернӗ. Шкулта ӗҫленӗ хушӑра 16 çул вӗренӳпе воспитани ӗҫӗсен енӗпе директорӗн çумӗ пулса тата 6 ҫул шкул директорӗн тивӗçне чыслăн пурнăçланă. Ытти ҫулсенче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхне, ăслăлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тесе мĕнле кăна тăрăшман-ши вăл!

– Тӗп ыйту вара, вӗренекенсен хастарлӑхне ӳстересси тата тӑван чӗлхене юратма вӗрентесси пулчӗ, çаплах, «Тӑван сӑмах» кружокне ертсе пытăм. Манӑн вӗренекенсем республика олимпиадисене хастар хутшӑнчӗҫ, асӑннӑ предметпа 1-5 вырӑнсене йышӑнатчӗç. Кунсӑр пуҫне вӗренекенӗмсем Антонина Ермолаева, Валентина Архипова, Надежда Великанова, Анна Титова тӑван чӗлхепе «Пирӗн тӑван кил – Тутарстан», «Манӑн тӑван чӗлхем – чӑваш чӗлхи» хайлавсен конкурсӗсем енӗпе малти вырӑнсене йышӑнчӗç, – тет Мария Ивановна çав çулсене аса илсе.  – Ҫаплах, пӗлӳ парас тата вӗрентсе ӳстерес тесе тивӗҫлӗ ылмашу хăварма тӑрӑшрăмăр. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнă, тӑван чӗлхене юратма вӗрентес енӗпе манӑн вӗренекенсем Николай Ларинов – «Канаш» (Ульяновск облаҫӗнчи) хаҫат редакторӗ, Николай Казаков журналистсем, Раççей писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем. Николай Казаков хамăр Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн историйӗ çинчен çырнă кӗнеке авторӗ, кӗçех çак çул пӗтиччен, Турă пулăшсан, Николай Ларионовăн ял историйӗ çинчен иккӗмӗш кӗнеки тухма тивӗçлӗ.

Иккӗшӗ те хальхи вăхăтра Ульяновск хулинче пурăнаççӗ, ӗçлеççӗ. Вăлах, класс ертӳçи пулнă май, вӗсене пурнăç çулӗ çине çирӗппӗн тăма пулăшнă. Çаплах, çак йӗркесен авторӗ эпӗ те, Геннадий Карсаков, 70-мӗш çулсенче Мария Ивановнан вӗренекенӗ пулнă. Юлашки вăхăтра «Тăван ен», «Сувар» тата ытти чăваш хаçачӗсемпе журналӗсенче тухса тăракан калавсемпе сăвăсен авторӗ Николай Андреев, пирӗн ентеш, пултăклă çамрăк çыравçă, вăл та Мария Ивановнан вӗренекенӗ. Зайцева (Карсакова) – чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ, Л.Казакова – педагог-йӗркелӳҫӗ, А.Афиногентова – пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ, О.Карсакова – вырӑнти хӑй тытӑмлӑх секретарӗ, Нина Никишкина – Кивӗ Йӗлмел тата Нина Карсакова Çӗнӗ Йелмел ялӗсенче библиотекарь пулса ӗҫлеҫҫӗ. Сăмах май, Мария Ивановна,  хăйӗн вӗренекенӗпе, Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнчен ылтăн медальпе вӗренсе тухнă, ун хыççăн Ульяновскри университета хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ Ирина Мискина опытлă педагогпа, районти олимпиадăра чăваш чӗлхипе,  литературăпа ирттернӗ олимпиадăра çӗнтерӳçӗ пулса, республика шайӗнче унăн предмечӗпе иккӗмӗш чыслă вырăна çӗнсе илнипе мăнаçланать, унпа хӗпӗртет.

Мария Ивановна 1985 ҫултан пуçласа 1995 ҫулччен районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа районти шкулсенче чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ мероприятисем, чӑваш халӑхӗн ҫутта кӑларакансен юбилей кунӗсем иртме пуҫларӗҫ.

Вӗренӳ ӗҫӗсӗр пуҫне ҫамрӑксемпе ӗҫлесси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, комсомол политвӗренӗвӗн пропагандисчӗ пулса та нумай ҫул хушши ӗçленӗ.

Мария Шадирякован чыслă ӗçӗсене палăртса ăна тӗрлӗ çулсенче «Социализмла ăмӑрту çӗнтерӳҫи» тата Раççей «Халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ» паллăсемпе, ВЛКСМ Центральнӑй комитечӗн, РСФСР çутӗҫ министерствин, Тутарстан Республикин наукăпа çутӗç министерствин Хисеп грамотисемпе парнеленӗ, 1983 çулта Тутарстан Республикин Хисеп хӑми ҫине кӗртнӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» медале тивӗçнӗ.

Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утакан Мария Ивановнан мăшăрĕ О.Шадиряков та Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче ӗмӗр тӑршшӗпех географипе истори вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. Ачисене те вӗсем тивӗçлӗ воспитани парса аслă пӗлӳ илме пулăшнă. Аслӑ хӗрӗ, Елена, Чăваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Шупашкар хулинчи шкулсенчен пӗринче психолог пулса вӑй хурать. Кӗҫӗн хӗрӗ, Ольга, ҫав университетӑн экономикăпа технологи уйрăмне пӗтернӗ.

Çак кунсенче Мария Ивановнана чыс туса, район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн директорӗ Владимир Мискин Вӗрентекен кунӗ ячӗпе ăшшăн саламларӗç, Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнӗ ятпа медаль, парнесем тата чечек çыххи парнелерӗç, нумай-нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх сунчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев