Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мария Степановна Сачкова 95 ҫул тултарчӗ

Пурнăç çăмхине сӳте-сӳте

Мария Степановна ҫемьере ачасенчен чи асли пулать. Выҫлӑхне, хӗн-хурне, хуйхи-суйхине те нумай курнă пулин те, 95 ҫула çитнӗ Мария Сачкова халӗ те чун хавалне упрать, питӗ хастар, иртнӗ ҫулсенчи пур пулăмсене те астӑвать.

Пӗр ял каччипе Владимир Егорович Сачковпа çемье çавăрать. Мăшăрланнă хыççăн, вербовкăпа, Инҫетри Ҫӗпӗре тухса каяççӗ. Унта та колхозра ӗҫлеççӗ. Каярахпа Ульяновск хулине таврӑнаççӗ. Мăшăрӗ поезд çӳретет, Мария Степановна вара Ташкент — Ульяновск маршрутпа поезд çинче проводница ӗҫлет. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан мӑшӑрӗпе пӗрле тӑван ялне таврӑнса тӗпленеççӗ.

Вӗсем пӗр хӗрпе ывăл, Еленăпа Петра, пӑхса ӳстереҫҫӗ. Ачисем иккӗшӗ те Ульяновск хулинче пурӑнаҫҫӗ. 16 ҫул каялла Владимир Егорович вилет. Паян Мария Степановна хӑйӗн килӗнче пӗчченех пурӑнать. Ун ҫумне, виҫӗ ҫула яхӑн ӗнтӗ, социаллӑ ӗçчене Наталья Фадеевана ҫирӗплетнӗ. Кинеми хальлӗхе ачасем патне куҫасшӑн мар-ха, хӑйӗн килне, тӑван ялне пӑрахса кайма пултараймасть. Паян юбилярăн 3 мӑнукпа 2 кӗçӗн мӑнук пур.

Мария аппа купӑс та калать, вырӑсла, чӑвашла, çаплах, тутарла та юрлама пултарать, такмаксем калать. Хӑнасене те купӑс каласа, хӑйӗн юратнӑ юррисене юрласа, такмакӗсене каласа савăнтарчӗ. Вара пурне те хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне чӗнчӗ. Хӑнасем ҫав кун нумайăнчӗ: ачисем таврăннă, район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров килнӗччӗ. Вӗсем юбиляра РФ Президенчӗн В. В. Путинăн саламлӑ открыткине, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн парнине, чечексем пачӗҫ, сывлӑх тата телей сунчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев