Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мария Краснова: «Професси вӑл – пурнӑҫ йӗрки»

Кашни ҫӗнтерӳ вӑл – ҫине тӑрса, килӗштерсе ӗҫленин кăтартăвӗ

Мартăн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре Культура ӗҫченӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Эпир те, çавна май, хăйӗн ӗҫне юратакан пултаруллӑ ҫынпа курса калаҫрӑмӑр. Калаçаканăмăр, Мария Краснова, хăйӗн пурнӑҫӗ,  професси çулӗ,ăнăçăвӗ, культурăра ӗçлени мӗншӗн пурнăç йӗрки пулни ҫинчен калаçрӗ.

 – Мария Александровна, Культура çуртне тахҫанах ертсе пыратӑр-и?

– Çӗнӗ Упи ялӗнчи Культура çуртне эпӗ 2014 ҫултанпа ертсе пыратӑп, анчах унччен маларах икӗ ҫул илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлерӗм.

– Культура сферине мӗнле лекнине каласа парӑр-ха?

– Тӗрӗссипе каласан, культура сферине эпӗ ӑнсӑртран лекрӗм, шкул хыҫҫӑн Теччӗри ял хуçалăх техникумӗнче бухгалтер-экономиста вӗрентӗм, аслӑ пӗлӗве те экономика енӗпе илтӗм. Ялти Культура çуртне чылай вӑхӑт ӳнер ертӳҫине шыранӑ, эпӗ ун чухне лавккара сутуҫӑра ӗҫленӗ. Манӑн аппа – Евдокия Васильевна Логвиенко, нумай ҫул  Культура çурчӗн заведующийӗнче ӗҫлерӗ, тивӗçлӗ канăва тухсан, мана ҫакна санӑн терӗç. Ӗçлесе пӑхас-ха терӗм. Эпӗ  хӑюллӑх ҫитертӗм, тӳрех И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗтӗм.

– Сирӗн учрежденире мӗнле культура пӗрлешӗвӗсем (кружок) пур?

– Пирӗн ялти Культура ҫуртӗнче  пӗрлешӳсем питӗ нумай. Вӗсен хушшинче: «Савӑнӑҫ» хореографи коллективӗ, «Ҫамрӑк пултарулӑх» хореографи коллективӗ, «Çăлкуç» ачасен тӗслӗхлӗ чӑваш фольклор коллективӗ, «Илем» чӑваш фольклор коллективӗ, «Упи» ача-пӑча театрӗн коллективӗ пур.

– Пултарулӑх ҫыннисем питӗ сисӗмлӗ пулни паллӑ. Коллективӑн кашни  хутшăнаканӗ патне мӗнле май тупма пулать-ха?

– Ҫапла, пултарулӑх ҫыннисем питӗ сисӗмлӗ. Эпӗ хам та питӗ сисӗмлӗ ҫын, чӗрене питӗ ҫывӑх йышӑнатӑп. Пирӗн хутшӑнакансем питӗ нумай. Тӗрлӗрен пулать, анчах эпӗ те асӑрхаттарса юратса ҫеҫ. Ҫакна та пӗлеҫҫӗ вӗсем, пур концерт та шӑпах пирӗн культура йӗркеленӗвӗсене хутшӑнакансене пула иртет-ҫке. Эпӗ кашнинпе, чи малтан, унӑн таланчӗпе, хăйне чунтан хисеплесе пӗр чӗлхе тупатӑп. Йӑнӑшсене кӑна мар, ҫитӗнӳсене те асӑрхама тӑрӑшатӑп – чи пӗчӗккисене те. Камшӑн коллектив умӗнче уҫӑ мухтав пӗлтерӗшлӗ, камшӑн – сцена хыҫӗнче харпӑр калаҫу. Чи кирли – эпӗ вӗсем тӑрӑшнине куратӑп, кашни тӳпе хывнине хаклатӑп, яланах пулӑшма хатӗр. Пирӗн пӗрлехи килӗшӳпе хавхалану вӑрттӑнлӑхӗ ҫакӑнта пытанать те.

– Хӑвӑрӑн ӗҫтешӗрсем ҫинчен, хӑвӑр пӗрле вӑй хуракан ҫынсем ҫинчен кăштах  каласа иртсемӗрччӗ.

– Пирӗн ун пекки ҫук: «Ак ҫакна эсӗ тӑватӑн, ак кăна  эпӗ» теесси. Пирӗн пӗрлехи ӗҫ, унта кашниех хӑйӗн тӳпине хывать, шухӑшсемпе паллаштарать, ыттисене пулӑшать. «Пӗр пуҫ лайӑх, иккӗшӗ тата лайӑхрах» теҫҫӗ. Пирӗн тӗслӗхре, пӗр тӗллевпе пӗрлештернӗ вун - вун ăслă шухăшсем, ҫавӑнпа та кӑтарту темиҫе хут ҫутӑрах пулса тухать. Капла ҫӑмӑлрах, капла лайӑхрах: юнашар çӗнӗ пуçарусем лартма, систерме, пулӑшма хатӗр ҫынсем пуррине пӗлсен. Хампа юнашар хӑйсен ӗҫӗнче темӗн те пӗлекен питӗ ӗҫчен ҫынсем пулнишӗн чун-чӗререн савӑнатӑп. Кашниех – чӑн-чӑн профессионал, ӗҫе чунпа парăннă, яваплӑхпа пӑхать. Техника персоналӗ те пирӗн калама ҫук ӗҫчен. Вӗсем тӑрӑшнипе яланах таса, пурте сехет пек ӗҫлет, кашни деталь хӑй вырӑнӗнче. Ҫакна курсан вара чун савӑнать

 – Тӗрлӗ конкурса, фестивальсене хастар хутшӑнатӑр. Сирӗн хореографи коллективӗсем мӗнле ҫитӗнӳсемпе савӑнтараҫҫӗ?

– Паллах, эпир конкурссемпе фестивальсене хастар хутшӑнма тӑрӑшатпӑр – кашни юрлани-ташлани пире пултарулӑх ҫӗнтерӗвӗсен ҫӗнӗ опычӗпе хавхаланӑвне, савӑнӑҫне парать-ҫке. Нумаях пулмасть «Юные дарования» хореографи коллективӗ муниципаллă тапхăрта хутшăнса «Созвездие  – Йолдызлык» телекурав фестивалӗнче ӑнӑҫлӑ тухса ташларӗ – пур хутшӑнаканӑн та манӑҫми туйӑмӗсем юлчӗҫ! Ҫулран-ҫул, хам астӑвасса, пирӗн коллектив ҫулсерен иртекен районти халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗнче призлӑ вырӑнсем йышӑнать. Ҫакӑ эпир упракан, мӑнаҫлӑн малалла тӑсакан ырӑ йӑла пулса тӑчӗ. Малтанах пирӗн хореографи коллективӗн икӗ ушкӑнӗ пурччӗ: «Савӑнӑҫ» ҫитӗннисен ушкӑнӗ тата «Ҫамрӑк пултарулӑх» ача-пӑча ушкӑнӗ. Пӗлтӗр эпир ҫамрӑк артистсен ӳсӗмри уйрӑмлӑхӗсемпе майӗсене шута илес тесе ача-пӑча ушкӑнне пайлама йышӑнтӑмӑр. Ҫапла майпа «Ҫамрӑк пултарулӑх» чи кӗҫӗн ушкӑн пулса тӑчӗ – унта пултаруллӑ пепкесем тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсенчен чи кӗҫӗнни 4 ҫулта кӑна. Ҫакӑн пек тӗпренчӗксем хореографи никӗсӗсене хавхаланса алла илнине курни – пӗтӗм коллектившӑн чӑн-чӑн телей тата хавхалану ҫӑлкуҫӗ! Пирӗн хореографи коллективӗсем район шайӗнче кӑна мар, Раҫҫейри тата тӗнчери сумлӑ конкурссемпе фестивальсенче те хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ. Кашни ҫӗнтерӳ вӑл – ҫине тӑрса ӗҫленин, килӗштерсе ӗҫленин тата ташша чикӗсӗр юратнин кӑтартӑвӗ.

– Хӑш ӳсӗмри ҫынсем валли мероприятисем ирттеретӗр?

– Эпир чи пӗчӗккисенчен пуҫласа аслӑ ӑру таранах халӑхӑн пур сийӗ валли те мероприятисем ирттерме тӑрӑшатпӑр.

– Ӗҫре кӑткӑслӑхсем, йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ-и?

–  Ӗҫре йывӑрлӑхсемсӗр мар ӗнтӗ, вӗсем кашни утӑмрах. Малтан, ҫивӗч йышӑнатӑн ыйтӑва. Унтан, мӗнпур ҫул-йӗрсем ҫинчен шухӑшласа, пӗтӗмлететӗн, вӗсем вара хыҫа юлаҫҫӗ.

– Ҫамрӑксене культура мероприятийӗсене хутшӑнма мӗнле явӑҫтаратӑр?

– Эпир ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхепе калаҫма тӑрӑшатпӑр – ун валли те тӗрлӗ мелпе усӑ куратпӑр. Чи кирли, культура учрежденийӗ лекциллӗ кичем зал мар, вӑхӑта ирттерме интереслӗ чӗрӗ, динамикӑллӑ уҫлӑх пулма пултарнине кӑтартасси.
Пӗрремӗшӗнчен, «Пушкин карттипе» хастар ӗҫлетпӗр. Вӑл пулӑшнипе концертсене, куравсене, ӑсталӑх класӗсемпе спектакльсене тӳлевсӗр мӗнле ҫӳремеллине ачасене каласа паратпӑр. Вӗсене чӑннипех те интереслентерекен, хальхи мероприятисене суйлатпӑр, – ҫапла карта билет кӑна мар, ҫӗнӗ туйӑмсен тӗнчине кӗртни пулса тӑрать.

Иккӗмӗшӗнчен, официаллӑ мар хутшӑну зонисем йӗркелетпӗр. Ҫамрӑксем час-часах пирӗн пата выляма ҫеҫ килеҫҫӗ: сӗтелҫи вӑййисене хутшăнаççӗ, сӗтелҫи теннисӗн турнирне йӗркелетпӗр; бильярд партине вылямалли те пулкалать. Ҫак хастарлӑхсем магнит пек ӗҫлеҫҫӗ: ачасем пухӑнаҫҫӗ, хутшӑнаҫҫӗ, унтан тепӗр концертӑн е мастер-класӑн афишине асӑрхаҫҫӗ те – хаваспах ҫырӑнаҫҫӗ. 

Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир ҫамрӑксен хӑйсен кӑмӑлне итлетпӗр. Ыйтӑмсем ирттеретпӗр, социаллă сетьсенче шухӑшсене сӳтсе яватпӑр – вӗсен интересӗсене тӗпе хурса ҫӗнӗ проектсем хута яратпӑр: музыка каҫӗсем, интереслӗ хӑнасемпе тӗлпулусем. Пирӗн тӗллев – кашни ҫамрӑка кунта хӑйӗн мӗнле те пулин киленӗвне туптарасси: хутшӑнма, хавхалантарма е хӑйне хӑй пурнӑҫа кӗртмелли вырӑн. Хутшӑнакансен шучӗ ӳссе пынине кура та ку меслет ӗҫлет.

– Яланах ҫӗнӗ ӗҫ формисем шыратăр-и?

– Ҫапла, яланах ҫӗнӗ ӗҫ формисем шырассинче ӗç, мӗншӗн тесен пирӗн сферӑра мероприяти чи малтан ҫынна интереслентермелле.

– Сирӗн ӑнӑҫлӑ ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?

– Чӑн-чӑн культура ӗçченӗ пултарулӑхпа пурӑнать. Маншӑн ку професси кӑна мар – пурнӑҫ йӗрки. Тӗлӗнме, вак-тӗвекшӗн савӑнма пултарни – тӗлӗнтермӗшсене ӗненни. Сцена ҫинче манӑҫми самантсем шӑпах ҫапла ҫуралаҫҫӗ те. Чи пӗлтерӗшли вара – кураканӑн куҫӗсем. Вӗсем савӑнса ҫуталсан, алă çупсан – чи хакли. Сцена хыҫӗнче вара: вӗҫӗ-хӗррисӗр репетицисем, тӳрлетӳсем, калаҫусем, сцена ҫинче вара – пӗр кӑлтӑксӑр уяв, вӑл – куракансен хавхалануллӑ сӑнӗсем те асра юлни .

– Ӗҫ вырăнне улӑштарас тенӗ вӑхӑтсем пулнӑ-и?

– Ӗҫри чи йывӑр самантсенче, отпуска каяс, ӑшӑ тӑрӑха вӗҫсе каяс килет, анчах ӗҫе улӑштарас ҫук. Ку манӑн, чун туртăмӗ. (Кулать. Авт.)

– Раççейри халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулӗнче мӗнле мероприятисем ирттерме планланӑ?

– Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулӗнче эпир нацисен хушшинчи килӗшӗве ҫирӗплетме, ҫынсене культура тӗрлӗлӗхӗпе паллаштарма тата диалог валли вырӑн йӗркелеме тӗллев лартнӑ темиҫе мероприяти планларӑмӑр. Культура ӗçченӗ пулнӑ май, эпӗ кӑҫал пӗрлӗх сӑмах кӑна мар, пӗр-пӗрне хисеплемелли, ӑнланмалли, чӗрӗ практика пулнине кӑтартма май пуррине куратӑп. Ҫавӑн пекех, кăсăл та районти «Акатуй» уявӗ пирӗн Упи ял тăрăхӗнче иртнине ырламалла. 
– 2027 ҫулта сирӗн учреждени 50 ҫул тултарнине паллӑ тӑвӗ. Ку ҫурта 1975 ҫулта туса лартнӑ. Паллӑртса ирттерме хатӗрленетӗр-и?

– Ҫапла, палӑртатпӑрах, ку ҫур ӗмӗр вӗт. Ку пысӑк мероприяти пулӗ, тетӗп.
 

– Сирӗн ир мӗнрен пуҫланать?

– Манӑн ир ыталанинчен пуҫланать, мӗншӗн тесен манӑн кӗҫӗн ывӑл пилӗк ҫулта кӑна, вӑл вара питӗ юратуллӑ. Ача сачӗпе шкула ӑсатни. Пур анненни пекех.

– Каҫхи вӑхӑтра та ӗҫлеме тивет. Ҫемье вара мӗнле пӑхать кун  çине?

– Каҫхи вӑхӑтра эпир ытларикун, кӗҫнерникун ӗҫ вырӑнӗнче. Мӗншӗн тесен хореографи коллективӗсемпе шӑпах каҫхи вӑхӑтра ӗҫлетпӗр. Эрнекунпа шӑматкун вара, ташӑ вӑхӑчӗ. Ҫаплах пурӑнатпӑр. Хӑш чухне ҫӗрле киле каятӑн, вунпӗр сехетре, нумайӑшӗ ҫывӑрать ӗнтӗ. Киле таврӑннӑ чухне нумай шухӑшлатӑн. Анчах Турра шӗкӗр, манӑн ҫемье амăшӗ килте ҫуккине тахҫанах хӑнӑхнӑ. Мăшăр та ăнланать. Уявсенче,  канмалли кунсенче те ӗçлеме тивет. Тепӗр чухне, ҫемьепе пӗрлех ӗҫе каятпӑр, капла интереслӗрех, мана та кичем мар.

– Мӗнпе илӗртет сире ҫак ӗҫ?

– Мана нумайӑшӗ калаҫҫӗ «Мария санӑн ку ӗҫре тунсӑхлама вӑхӑт ҫук – яланах хусканура». Нихӑҫан та пӗр вырӑнта лармастпӑр. Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук. Эпӗ те калатӑп, Турра шӗкӗр, манӑн ҫумра ҫакӑн пек харсӑр ҫынсем, манӑн ӗҫтешсем пур. Ҫур сӑмахран ӑнланни – питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗрле эпир – вӑй вӗт.

– Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе мӗн сунас килет сирӗн?

– Тӗнчене илемлӗрех тунӑшӑн пурне те тав. Хавхалану ан иксӗлтӗр, пултарулӑх савӑнӑҫ  кăна кӳтӗр! Сире хавхалантаракан «муза» нихӑҫан та пӑрахса ан кайтӑр тетӗп.

– Тавтапуç, Мария Александровна калаçушăн. Пултаруллăхра ăнăçусем пулччăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев