Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Мария аппа паянхи куншăн савӑнса пурăнать

Ленин орденӗн кавалерне çуралнă кунпа саламларӗç

 

Çӗнӗ Чукал ялӗнче пурăнакан Мария Сергеевна Халимова ноябрӗн 15-мӗшӗнче 85 çул тултарчӗ.

Мария Сергеевнапа мăшăрӗ  Зиганша Мингалиевич тӑватӑ ывӑл пӑхса ӳстереççӗ. Пӗлӳ илме пулăшаççӗ, ӗҫе юратма вӗрентеҫҫӗ. Тепӗр тесен, кунӗн-ҫӗрӗн ӗçре пулнă ашшӗ-амӑшӗ çумӗнче ача урӑхла пулма та пултараймасть. Паян вӗсем ура ҫинче ҫирӗп тӑракан арҫынсем, Ҫӗпрелӗнчен аякка тухса каймасăр, çакăнта ҫемье çавăрса, кил-çурт çавăрса, çӗршыва юрăхлă ачасем пăхса ӳстереççӗ.

– Ашшӗ кăна ывăлӗсен, кинӗсен тимлӗхне туйса нумай пурăнаймарӗ, 67 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Пурӑнас килет-ха, – тет Мария Халимова. – Пенси пур, ачасем инçетрисем те килсе çӳреççӗ, ялтисем те кашни кунах килсе халăма пӗлсех тăраççӗ. Сывлӑх енӗпе те ӳпкелешместӗп, ку вӗт, телей! Мӑнуксен туйӗсенче те ташласа савăнасчӗ...

Ҫапла пултӑр! Савăнмалла пултăр! Тӑван çӗршывшăн, ҫемьешӗн, ачасемшӗн тӑрӑшнăшăн, ӗçленӗшӗн эсир ҫакна тивӗҫлӗ!

Ӗҫ ветеранне 85 ҫул тултарнă ятпа саламлама унӑн ывӑлӗсем, кинӗсем, мӑнукӗсем, ертӳçӗсем пуçтарăннăччӗ.

Çаплах, район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Альфик Низамов, Мария Сергеевнан тăванӗсем, Халимовсем ҫинчен нумаях пулмасть пичетленсе тухнӑ кӗнекен авторӗ Николай Ларионов та килнӗччӗ. Вӗсем Мария Халимована ăшшăн саламларӗç, ырлăх-сывлăх сунчӗç, парнесем пачӗҫ. Халӗ ветеранӗн кӑкӑрне Ленин орденӗпе юнашар «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнине  90 ҫул» юбилей медалӗ те илемлетет.

 

(Мария Сергеевна Халимован пурнăçӗ çинчен туллинрех хаçатăмăрăн 42-мӗш номерӗнче пичетленсе тухнă «Интернационаллă çемье» статьяра вулăр).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев