Мансур Хисамутдиновӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван ялпа ҫыхӑннӑ
Пурнӑҫ юхăмӗ
Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан тата хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тăвакан Мансур пичче тӑван колхозра нумай ҫул ӗҫленӗ.
Фермӑра ӗҫлеме, строительство бригадине ертсе пыма та тивнӗ ăна. Бригадӑпа ял клубне, шкул, ферма ҫурчӗсене, амбарсем туса лартнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, яваплăхӗпе яланах палӑрса тӑнӑ. Кун пирки Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӗвӗн юбилей датисем ячӗпе панă медальсем, Тав ҫырӑвӗсем, Хисеп грамотисем ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Дания мăшăрӗпе пӗрле 6 ача: 4 хӗрача тата 2 арçын ача пӑхса ӳстереççӗ. Шел пулин те, 13 ҫул каялла Дания аппа ҫак тӗнчерен уйрăлса каять. Паян Мансур пичче хӑйӗн килӗнче пӗчченех пурӑнать. Ялта унӑн Резеда хӗрӗ тӗпленсе юлнă. Вӑл кашни кунах ашшӗ патне пырать, ӑна пур ӗҫре те пулӑшать, апат-ҫимӗҫ хатӗрлет, хуҫалӑхри ӗҫсене тăвать.
Паянхи кун Мансур пиччен 10 мӑнук, 6 кӗçӗн мӑнук пур. Район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Аслă Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов хисеплӗ ветерана пысӑк юбилейпа саламларӗҫ, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ саламлӑ открытка пачӗҫ, район пуҫлӑхӗнчен парнесем, ҫавӑн пекех «ТАССРăн 100 ҫуллăхӗ» асӑнмалӑх медаль пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев